Суд сакки çинче - учитель

26 Ноя, 2015

Вăрнар районĕн сучĕ Мăн Явăш вăтам шкулĕн унчченхи вĕрентекенĕ айăплине çирĕплетнĕ, шкул ачине темиçе хут та хĕненĕшĕн ăна 3 çул та 7 уйăхлăха условлă майпа айăпланă, юсанмалли тапхăр - 2 çул çурă.

Уголовлă ĕç материалĕсем тăрăх, пĕлтĕрхи раштавра тата кăçалхи çу уйăхĕнче çак вĕрентекен 1-мĕш класра ăс пухакан арçын ачана урок вăхăтĕнчех виçĕ хутчен хĕненĕ: йывăç указкăпа çапнă, çăраççипе чышнă… Пуçĕнчен чăмăрĕпе сулса çапма та именмен вăл 8 çулти ачана. Ку ĕç-пуç пирки йĕрке хуралçисем Интернетри видеофайла пăхнă хыççăн пĕлнĕ. Педагог хăйĕн айăпне туйса ĕçрен кайнă. Уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ май следовательсем Вăрнар районĕн администрацийĕ валли представлени хатĕрленĕ. Мăн Явăш шкулĕн директорне те дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă.

Рубрика: