70 пин тенкĕ взятка илнĕ

26 Ноя, 2015

Патăрьел районĕн следователĕсем судпа медицина экспертизин бюровĕн Патăрьелти районсен хушшинчи уйрăмĕн ертÿçи тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна взятка илнĕшĕн явап тыттарасшăн.

Следстви версийĕ тăрăх, чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи икĕ ял хушшинче чарнă автомобильре вăл ку тăрăхрах пурăнакан хĕрарăмран 70 пин тенкĕ взятка илнĕ, куншăн лешĕ тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн суя пĕтĕмлетÿ хатĕрлесе пама шантарнă. Çак хĕрарăм авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче велосипедпа çÿрекен çынна çапса хăварнă, эксперт вара çул çинчи пăтăрмахра шар кураканнин сывлăхĕ хытах сиенленмен тесе суя документ хатĕрлесе парса хĕрарăма уголовлă айăплавран хăтарассине ĕнентернĕ. Ĕç-пуçа малалла тĕпчеççĕ.

Рубрика: