Православи никĕсĕсене вĕрентекенсене чысланă

24 Ноя, 2015

Саранскра РФ федерацин Атăлçи округĕнче иртнĕ «Православи вĕрентекенĕ - 2015» конкурс çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсене савăнăçлă лару-тăрура чысланă.

Асăннă проект Михаил Бабич полпред пуçарăвĕпе, Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл сăвапланипе иртнĕ. Конкурса пурĕ округри 14 регионран 230 ĕç тăратнă. Вĕсене пуçламăш классен, вырăс чĕлхипе литературин, истори, ÿнер, православи культурин никĕсĕсен вĕрентекенĕсем хатĕрленĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх çĕнтерÿçĕ ятне - 6, лауреат ятне 28 учитель тивĕçнĕ.

Конкурсăн пĕтĕмлетÿ тапхăрĕнче пирĕн республикăран иккĕн - Шупашкарти 2-мĕш гимназири Инесса Семушкина тата Тăвай районĕнчи Йăнтăрччăри вăтам шкулти Ирина Егорова /иккĕшĕ те пуçламăш классене вĕрентеççĕ/ хутшăннă. Малти вырăна тухайман пулин те ăмăртуран ентешсем хавхаланса, православи культурине шкулта вĕрентмелли меслетсем тĕлĕшпе опытне пуянлатса таврăннă. Лауреат ятне тивĕçнĕскерсем Саранскра питĕ ăшшăн кĕтсе илнине палăртаççĕ.

Финалистсене округăн полномочиллĕ представителĕн дипломĕпе, асăнмалăх парнепе чысланă. Конкурсра православи гимназийĕн вĕрентекенĕсен хушшинче Лариса Шелест /Чулхула облаçĕ/, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учреждени вĕрентекенĕсен хушшинче - Лариса Сержантова /Пенза облаçĕ/ çĕнтернĕ.

Рубрика: