Тарăхтарса çитернĕ те

24 Ноя, 2015

Тепĕр тесен упăшки тарăхтарса çитерни 27 çулти Екатерина Козловăна тÿрре кăлармасть. Вăл хăй те ÿсĕр пулнине кура - пушшех.

Урлă пулассине ĕçкĕ сăлтавланă темелле. Çав кун, авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче, çемье çĕр улми кăларнă. Кил хуçин çăмăл мар çак ĕçре пулăшмалла ĕнтĕ, анчах вăл килне 21 сехет тĕлнелле тин таврăннă. Хăй тĕллĕн çитеймен - ÿсĕрскере юлташĕ сĕтĕрсе килнĕ. Çĕрулмине вара кÿршĕсем пулăшнипе кăларса пĕтернĕ. Ниме вĕт - паллах, эрехпе сăйланнă.

Кил хуçи хĕрарăмĕ вара упăшкине тарăхмаллипех тарăхнă. Ăна пĕтĕм вăйпа тĕртсе янă та - арçын алăк сули çине пуçĕпе тăрăннă, урайне ÿкнĕ. Çийĕнчен Екатерина ăна урипе темиçе хут тапнă. Татах та тапатчĕ пуль те - хунямăшĕ чарса ĕлкĕрнĕ, ывăлне тăратса вырăн çине вырттарнă.

Ирхине вара упăшки хăйне япăх туйни палăрнă. Больницăна ăсатма тивнĕ. 6 аяк пĕрчи хуçăлнă иккен. Арçын мăшăрне хÿтĕлеме тăнă-ха - аслăк çинчен ÿкрĕм тесе арăмне тÿрре кăларасшăн пулнă. Анчах хĕрарăм хăйĕн айăпне йышăннă, ÿкĕннĕ. Çын сывлăхне пĕлсе тăрсах сиен кÿнĕшĕн уголовлă ĕç пуçарнă та - айăплав пĕтĕмлетĕвне палăртрăмăр ĕнтĕ, уголовлă ĕçе суда ярса патăмăр.

Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай районĕн прокурорĕ.

Рубрика: