Трак енсем Сементер сăввисене кăмăллаççĕ

24 Ноя, 2015

Красноармейски салинчи Культура çуртĕнче Литература çулталăкне халалласа Юрий Сементерĕн сăввисене вулакансен «Сăввăмçăмсем, шăнкăртатса шăранăр» конкурс иртнĕ. Ăна Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн хастарĕсен, район центрĕнчи тĕп библиотекăпа Культура çурчĕн ĕçченĕсен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

Тăван литературăна юратакансене Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Молотков, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Алексей Васильев, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер саламланă. Конкурса асăннă районти шкулсенче пĕлÿ илекен тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем хутшăннă. Жюри членĕсем /вĕсен йышĕнче сăвăç хăй те пулнă/ илемлĕ вуланине кăна хакламан, мĕнле сăвă суйласа илнине те шута илнĕ. Конкурсантсем пурте пултарулăхпа палăрнă. Хĕрÿ ăмăртура тĕрлĕ ÿсĕмри вĕренекенсен хушшинче Именкассинчи тата Красноармейскинчи шкулсенчи, районти культура çурчĕ çумĕнчи «Хунав» ача-пăча пултарулăх коллективĕнче ăсталăха ÿстерекен Денис Гордеев, Анастасия Козлова, Анастасия Данилова малти вырăнсене йышăннă.

А.ГРОМОВА.

Рубрика: