Пуйма килнĕ «хăнасем»

23 Ноя, 2015

Республикăри наркополицейскисем юпа уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Енре Анат Тагил икĕ çыннине тытнă. Вĕсем пирĕн тăрăха синтетика наркотикĕсем сутса хăйсен бизнесне сарас тĕллевпе килнĕ.

Гастролерсем темиçе уйăх наркăмăша вăрттăн вырăнсене хурса-салатса пурăннă. Хăйсене тытасран асăрханнă вĕсем: синтетикăна алăран паман, Интернетра ят палăртмасăр çырнă. Темле вăрттăн хăтлансан та палăрмасăр юлман вĕсем, наркополицейскисен аллине лекнĕ. Тăван тăрăхне «наркоусламçăсем» урăх статуспа таврăнĕç.

Ленин район сучĕ «хăнасене» çирĕп режимлă колонире 9 çул ирттермелле тата 100-шер пин тенкĕ штраф тÿлемелле йышăннă. Приговор вăя кĕнĕ.

Рубрика: