Телейлĕ çул пултăр!

21 Ноя, 2015

Паян республикăри Шалти ĕçсен министерствин пĕрлештернĕ отрячĕ Çурçĕр-Кавказ регионне командировкăна тухса кайрĕ. Нумай вăхăтлăха Чăваш Ен тулашĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçлама каякан полицейскисене çывăх çыннисемпе тăванĕсем, республика ертÿлĕхĕ Хĕрлĕ лапамра чаплă лару-тăрура ăсатрĕç.

Инçе çула тухма хатĕрленнĕ ĕçтешĕсене ЧР шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тимофеев полковник служба тивĕçĕсене ăнăçлă пурнăçласа пурне те тăван çĕршыва ырă-сывă таврăнма сунчĕ. Унăн сăмахĕсем чăннипех те вырăнлă. Пакунлисен тĕллевĕ яланхиех - Çурçĕр-Кавказ регионĕнчи полицейскисене обществăри йĕркелĕхе тата хăрушсăрлăха сыхлама пулăшасси. Лăпкă мар регионта служба тивĕçĕсене пурнăçланă май вĕсен пурнăçĕ, каламасăрах паллă, пысăк хăрушлăхра.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев республика ертÿçи Михаил Игнатьев полицейскисене такăр çул сунни çинчен пĕлтерчĕ.

- Çурçĕр-Кавказ регионĕнче те эсир служба тивĕçĕсене яланхи пекех пысăк шайра пурнăçласси иккĕлентермест, - терĕ Юрий Егорович. - 1995 çултанпа çав тăрăхра тăватă пине яхăн чăваш полицейскийĕ командировкăра пулнă. Халĕччен вĕсен ĕç-хĕлне хурлани пĕрре те пулман. Ăнăçу, шанăç, ĕненÿ сунатăп. Ан манăр, кунта сире аннĕрсемпе аçăрсем, ачăрсемпе мăшăрусем кĕтеççĕ.

Юрий Егорович полицейскисен çывăх çыннисене уйрăмăн тав турĕ. «Вĕсене эсир ялан çумра пулни, ăнланни, пулăшса пыни тĕрек парать», - терĕ вăл. Çавăн пекех командировкăна каякан полицейскисен çемйисен кирек епле ыйтăвне те республика ертÿлĕхĕ май килнĕ таран татса пама шантарни çинчен пĕлтерчĕ.

Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен органĕсен тата вăрçă ветеранĕсен общество организацийĕн председателĕн Михаил Киселев генерал-майорăн сăмахĕсем те чуна хумхантарчĕç.

- Тимлĕ пулăр! Хăвăра тата пĕр-пĕрне сыхлăр, хÿтĕлĕр. Ырă çул пултăр! - терĕ Михаил Федорович.

Валентина Искандерова виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Виççĕшĕ те хальхи вăхăтра ятарлă тĕллевлĕ мобильлĕ отрядра службăра тăраççĕ. Темиçе хутчен те вĕсем Çурçĕр-Кавказ регионĕнче командировкăра пулнă. Çавна май ывăлсене лăпкă мар тăрăха ăсатассин пăлханăвне, ыратăвне Валентина Семеновна никамран та ытларах ăнланать. Хальхинче вăл полицейскисен пысăк йышне тăван Чăваш Ене ыт-тĕкел таврăнма ыр сунчĕ.

Хĕрлĕ лапамра автобуссем тапранса куçран çухаличченех марш кĕвви янăрарĕ. Полицейскисемпе вĕсен çывăх çыннисене хавхалантарса, ырра шанма хистесе… Умра - инçе çул, куç хупмасăр ирттернĕ каçсем, лăпкă мар кунсем. Пурнăçра çак çула суйласа илнĕ харсăр арçынсем яланхи пекех хастар пуласса, служба тивĕçĕсене ăнăçлă пурнăçласа тăван киле таврăнасса кĕтетпĕр…