Эрехпе наркăмăшланнă

20 Ноя, 2015

Чаплă эрех тесе сутнă контрафакт спирт хутăшĕпе чÿк уйăхĕн 10-14-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче тата районĕнче 3 çын наркăмăшланса вилнĕ. Тата тепĕр çын больницăна лекнĕ.

- 20 çулти хĕр, 30-ти çамрăк хĕрарăм тата 22-ри каччă пурнăçĕ татăлнă. Вĕсем метил спирчĕпе наркăмăшланнă. Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - ку тĕслĕхсемпе каварлашнă ушкăн хăрушсăрлăх требованийĕсене тивĕçтермен продукци сутнă май асăрханмасăр икĕ е ытларах çынна вилĕм кÿнĕшĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Полици преступлени тунă тесе шанман 4 çынна тытса чарнă.

Следстви шучĕпе, саккунсăр бизнеса Шупашкарта пурăнакан 32 çулти арçын йĕркеленĕ. Вăл - груз турттарас енĕпе ĕçлекен коммерци организацийĕн директорĕ, маларах полици сотрудникĕ тĕлĕшпе вăйпа усă курнăшăн, çавăн пекех асăрханмасăр 17-ри хĕре вĕлернĕшĕн судпа айăпланнăскер. Киревсĕр ĕçре ăна 50 çулти амăшĕ, хут уйăрттармасăр пурăнакан 31-ри мăшăрĕ тата 33 çулти пĕлĕшĕ пулăшнă тесе шухăшлаççĕ. Вĕсем Шупашкарта тата Улатăрта лицензисĕрех йÿнĕпе спиртлă продукци сутнă. Чаплă йышши эрех тесе сутлăха кăларнă алкоголе Чăваш Ен тулашĕнчен кÿнĕ.

Право хуралĕн органĕсем çак ĕçпе чылай çĕрте ухтарусем ирттернĕ, контрафакт спирт продукцийĕн 900 ытла курупкине туртса илнĕ. Следстви ĕç-пуçа малалла тĕпчет, çавна май преступлени тума хутшăннă çынсене татах тупса палăртма пултарасси çинчен калаççĕ.

Рубрика: