Томск тăрăхĕнчи чăвашсен пĕрлĕхĕ - 20 çулта

20 Ноя, 2015

Томск облаçĕнчи чă­вашсен пĕрлĕхне 1995 çулта тăван чĕлхене, йăла-йĕркене тата культурăна упраса хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ. Наци культура центрне туса хуракансен йышĕнче Яков Мульдияров, Емельян Мульдияров, Александра Крестова тата хастар ытти Çĕпĕр чăвашĕ пулнă.

Йăхташăмăрсен уявне паллă тума Томска Чăваш Енрен делегаци - Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн председателĕ Елена Османова, пресс-служба ертÿçи Зоя Яковлева, «Чăваш хĕрарамĕ» комитет пайташĕ Людмила Кинер тата конгресс хастарĕ Григорий Вакку - хутшăнчĕ. Тăван халăхшăн, чĕлхешĕн, юрă-кĕвĕшĕн тунсăхланă ентешсене чăваш артисчĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Аякри çывăх тăвансем кăмăлĕсем туличчен сцена ăстисемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Томск хулинчи «Авангард» культура центрĕ чăваш сăмахĕпе кĕрлесе кăна тăчĕ.

Тепĕр кунне Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем Томск хулипе, унăн историйĕпе паллашрĕç, хула пуçланса кайнă вырăна çитсе курчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче паттăрлăх кăтартнă Муркаш районĕнче çуралса ÿснĕ, Беларуçри Гродно хулинче подпольщиксен юхăмне йĕркелесе янă Николай Волков пурнăçĕ ку хулапа тачă çыхăннă. Вăл вăрçăччен Томскри политехника унисерситетĕнче вĕреннĕ. ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева вĕренÿ заведенийĕн музейĕнче паттăр ентеш çинчен паха видеоматериал пуçтарчĕ.

З.АРКАДЬЕВА.

Рубрика: