ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

20 Ноя, 2015

Канмалли кунсенче республикăра пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, юр е вырăн-вырăнпа йĕпе юр çăвать, çил-тăман вĕçтеркелет. Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче кăнтăрла - 3 градус сивĕрен пуçласа 2 градус ăшă, каçхине 1-6 градус сивĕ пулать. Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче кăнтăрла - 2 градус сивĕрен пуçласа 3 градус ăшă, каçхине - 4 градус сивĕрен пуçласа 1 градус ăшă. Çил кăнтăр-хĕвелтухăç енчен 10-17 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Атăл шывĕ 1-2 градус ăшă тăрать, пĕчĕк юханшывсенче - 0 градус. Хĕвел ирхине 7 сехет те 40 минутра тухать, каçхине 15 сехет те 30 минутра анать. Чăваш гидрометеорологи центрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - тепĕр эрнере те кăнтăрла яланхи пекех йĕпе-сапаллă, каçхине шăнтма пултарать. Асăрхануллă пулăр - çул пăрлак.

Теги: