Каллех — "ылтăн"

19 Ноя, 2015

Шупашкарта пурăнакан Алексей Германовпа Чăваш Ен чăннипех те мухтанма пултарать. Çамрăк спортсмен çитĕнÿсемпе савăнтарать. Хальхинче те вăл Португалире спорт аэробики енĕпе иртнĕ Европа чемпионатĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă.

Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен 6-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен Алексей Германов Раççейĕн пĕрлештернĕ наци командине кĕнĕ. Пирĕн спортсменсем «Ташă гимнастики» тата «Гимнастика платформи» дисциплинăсенче чи нумай балл пухнă. Ку - Алексей Германовăн Европа чемпионачĕсенче çĕнсе илнĕ тăваттăмĕш ылтăн медалĕ. Икĕ çул каялла вăл Европăн икĕ хут чемпионĕ пулнă. Пĕлтĕр вара тĕнче чемпионĕн ятне тивĕçнĕ.

Рубрика: