"Асаттелĕх" çук тесен те…

19 Ноя, 2015

Челябинск облаçĕнчи Шагол хулинче çар тивĕçне пурнăçлакан чăваш салтакĕ «асаттелĕх» пусмăрне лекнине ural1.ru портал пĕлтерет. Пирĕн ентеш кăна мар, Алтай тата Мордва тăрăхĕсенчи çамрăксем те аслисенчен хур курнă. Юпа уйăхĕнче пулнă çакă.

Ку ыйтăва Челябинскри Марсель Хазиев çĕкленĕ. Вăл унччен депутат пулнă, кайран çара кайнă. Шăпах çавăнта вăл салтаксене хĕненине хăйĕн куçĕпе курса ĕненнĕ. Марсель каланă тăрăх, çав «аслă çын» çар тивĕçне контракт мелĕпе пурнăçлать. Чăваш каччине хĕненĕ чухне вăл ÿсĕр пулнă. Марсель Хазиев порталта ку чаçри хăрушă пĕртен-пĕр тĕслĕх çеç пулнине пĕлтермен. Кăçалхи çулла прапорщик салтака фляжкăпа вăйлах çапнă: лешĕ больницăра вилнĕ. Прапорщик вырăнне çар тивĕçне контракт мелĕпе пурнăçлакан çак сержанта лартнă. Анчах вăл та салтаксене хĕрхенмен. Халĕ ку ĕçе çар следствин уйрăмне ярса панă. Анчах, рядовой каланă тăрăх, ăна тĕпчемесĕрех пăчлантарасшăн: салтаксене «ăс кĕртнĕ», вĕсем нимĕн те курман-илтмен имĕш.

Рубрика: