Пĕр-пĕрне хÿтĕлеççĕ

7 Мар, 2014

Иртнĕ кăларăмсенче эпир пахча çимĕçсен пусă çаврăнăшĕсем, хăш культурăсем пĕр-пĕрне «килĕш­терни» е «килĕштерменни» çинчен çырнăччĕ. Паян хăш ÿсен-тăран теприне мĕнле чир-чĕртен хÿтĕлени çинче чарăнса тăратпăр.

Ыхра - томата /фитофторăран/, купăстана, йÿç кăшмана /хĕреслĕ чечеклĕ культăрăсен пыйтисенчен/, розăна, тюльпана, гладиолуса /тĕрлĕ чир-чĕртен/.

Ыраш - çĕр улмине /çĕр улми нематодинчен* кĕркунне аксан тăпрана çĕнелме пулăшать/.

Помидор – смородинăна, купăстана /пыйтăран, пилильщикрен, çулçă кăшлакан хуртсенчен/.

Хура упа паланĕ /бузина черная/ - хура хурлăхана, крыжовнике, улмуççине /сăвăсран, огневкăран, пан улми хуртĕнчен/*

Хĕрлĕ упа паланĕ - улмуççине /çимĕç хуртĕнчен, шăнасенчен, шăшисенчен/.

Сельдерей - купăстана /ÿсен-тăран пыйтинчен, купăста хуртĕнчен/.

Календула - сухана, тюльпана, гладиолуса, пиона, çырла тĕмĕсене /нематодăран, фузариозран, пыйтăран, хăмла çырли шăнинчен, çулçă çиекен хуртсенчен/.

Сухан - кишĕр /пĕр-пĕрне шăнаран хÿтĕлеççĕ/.

Настурци - купăстана /купăста хуртĕнчен/, пиона /вируслă тата кăмпа чирĕсенчен/.

Редис - салат /пĕр-пĕрне хÿтĕлеççĕ/.

Ыхрапа сухан - çĕр çырлине /çĕрĕк чирĕсенчен* çĕр улмине упранă вăхăтра пулăшаççĕ/, розăна, тюльпана, гладиолуса /тĕрлĕ чиртен/.

Çĕмĕрт - çĕр улмине / фитофторăран /.

Бархатец - çĕр çырлине, томата /нематодăран/, розăна, тюльпана, гладиолуса /тĕрлĕ чир-чĕртен/.

Дельфиниум - пур пахча çимĕçе те /тĕрлĕ чир-чĕртен/.

Çĕр улми - нимĕç пăрçине, фасоле, купăстана /купăста хуртĕнчен, кĕверен, пыйтăран, сăвăсран/.

Пилеш курăкĕ /пижма/ - улмуççине /тĕрлĕ сăтăрçăран/.

Йÿç кăшман - хăяра, томата /сăвăсран/.

Ырă шăршăллă табак - купăстана, сухана /шăнаран/.

Укроп - купăстана /купăста пăрçинчен/.

Шурă фасоль - çĕр улмине /колорадо нăрринчен/.

Хĕрен - купăстана,çарăка, йÿç кăшмана /тымар çĕрĕкĕнчен/.

Салтак тÿми курăкĕ /ромашка аптечная/ - шпината /тĕрлĕ сăтăрçăран/.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.