Акци йĕркеленĕ

19 Ноя, 2015

12 тоннăран ытла таякан фурăсене федераци çулĕсемпе çÿренĕшĕн укçа тÿлеттересси пирки сас-хура тухсан дальнобойщиксем çакна хирĕç акци йĕркеленĕ. Чÿкĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Хыркасси çывăхĕнче 100 яхăн фура колоннăпа çÿренĕ.

Ун чухне ЧР Транспорт министерствин сайтĕнче 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 12 тоннăран ытла таякан фурăсене федераци çулĕпе çÿренĕшĕн укçа тÿлеттересси пирки хыпар тухнă, пĕр километршăн 3,73 тенкĕ кăларса хумаллине пĕлтернĕ. Анчах каярахпа ведомство сайтне хака йÿнетни пирки хыпар кăларнă. Унта фурăсене 1 километршăн 1,5 тенкĕ тÿлеттерессине пĕлтернĕ. Анчах водительсен савăнăçĕ нумая тăсăлĕ-ши? 2016 çулхи пуш уйăхĕнче хак каллех ÿсессе пĕлтереççĕ. Ун чухне 1 çухрăмшăн хальхинчен икĕ хут ытларах укçа кăларса хума тивĕ.

Рубрика: