Таптаса вĕлернĕ… пахчарах

19 Ноя, 2015

Патăрьел следователĕсем 53 çулти арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе вĕçне тухнă, ăна çынна асăрхамасăр вилĕм кÿнĕшĕн айăпласшăн.

Следстви версийĕ çапларах: кăçалхи авăнăн 11-мĕшĕнче Нăрваш Шăхаль ялĕнче тырă пушатнă хыççăн «Соболь» автомашинăн ÿсĕр водителĕ пахчара çĕр улми аври çумлакан кинемее асăрхамасăр таптанă. 77 çулти хĕрарăмăн чĕри çавăнтах тапма чарăннă. Ĕç-пуçа район сучĕ çак кунсенчех пăхса тухĕ.