Штрафланă… 150 пин тенкĕлĕх

19 Ноя, 2015

Шупашкарти Мускав районĕн сучĕ Хусан хулинче пурăнакан 49 çулти хĕрарăм айăплине çирĕплетнĕ, унран 150 пин тенкĕ штраф шыраса илме йышăннă.

Уголовлă ĕç материалĕсем тăрăх, вăл кăçалхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкар хулинче суд приставне 15 пин тенкĕ взятка пама тăнă. Пакунлин çакăншăн унăн 196 пин тенкĕ штрафне каçармалла пулнă имĕш. Налук тĕлĕшпе нумай преступлени тунă вăл, çапла майпа 47 штраф пухăннă. Ăна вăхăтра тÿлеменшĕн суд хĕрарăмран 392 пин тенкех шыраса илме йышăннă. Çапла вара ыйтăва татса парас тĕллевпе хĕрарăм пристава сĕтев пама шут тытнă. Анчах халĕ унăн унчченхи штрафсене кăна мар, хальхине те, 150 пин тенкĕ, тÿлемелле.

Рубрика: