Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен пĕрремĕш "Асам" кинофестивалĕ пырать

17 Ноя, 2015

Чăвашсен пĕрремĕш кинофестивалĕ Чăваш наци библиотекинче уçăлчĕ. Çак савăнăçлă самантра йĕркелÿçĕсемпе юнашар республикăн культурипе искусствин паллă ĕçченĕсем, Чăваш наци когресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев пулчĕç.

ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова форума пухăннисене саламларĕ.

ЧР Кинематографистсен союзĕн председателĕ Олег Цыпленков фестиваль йĕркелеме пулăшнисене тав тунă май çĕнĕ организацин член билечĕсене унăн хуçисене пачĕ. Пĕрремĕшĕпе иккĕмĕшне "Чăвашкино" никĕслевçи Иоаким Максимов-Кошкинский тата чăвашсен пĕрремĕш киноактриси Тани Юн тивĕçнине пĕлтерчĕ.

Фестиваль парнине - Юпа статуэтка - хатĕрленĕ. Унăн авторĕ - Федор Мадуров скульптор. Парнесене Шупашкарти ÿнер училищинче ăсталанă. Чăвашсемшĕн Юпа - çĕрпе тÿпене, çынпа Турра çыхăнтаракан хатĕр. Асам - пытанчăклăх, вăрттăнлăх.

Конкурса çак ĕçсене тăратнă: "Чувашские амазонки" /реж. М.Евтушевская/, "Сурхурипе кăшарни йăлисем паян..." /реж. Н.Семенов/, "Пурнăç кустăрми" /реж. А.Иванов-Сĕрмек/, "Не благодаря, а вопреки..." /реж. Н.Семенов/, "Çĕршывăмăрăн батальонĕ" /реж. В.Галошев/, "Хорло" /реж. М.Никитин/, "Помрачение" /реж. К.Ефремов/, "Егор Шилов" /реж. Е.Герасимов/, "Лаша çинчен" /реж.В.Галошев/, "Чăваш тĕнчи" /реж. В.Галошев/, "Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать" /реж. В.Оринов/. Жюри членĕсем вĕсене 14 номинаципе пахалĕç.

Куракансен ытти картинăпа та паллашма май пулĕ. Программӑпа туллин кинематографистсен пӗрлӗхӗн сайтӗнче паллашма пулать

Çĕнтерÿçĕсене, чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Наци библиотекинче савăнăçлă лару-тăрура чыслĕç.

Надежда СМИРНОВА.

ФОТОРЕПОРТАЖ. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: