Чĕрĕк ĕмĕре тăсăлнă фестиваль

17 Ноя, 2015

Республика культура пурнăçĕнче енте­шĕмĕр, СССР халăх артисчĕ М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ паллă вырăн йышăнать.

Ăна йĕркелесе янăранпа кăçал чĕрĕк ĕмĕр çитрĕ. Çак тапхăрта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çинче Раççейри паллă театрсен - Пысăк /Мускав/ тата Мариинка /Питĕр/, ытти хуларисен - солисчĕсем, чикĕ леш енчен килнĕ хăнасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма пултарчĕç.

Юбилейлă 25-мĕш фестиваль çак уйăхăн 20-29-мĕшĕсенче иртĕ. Ăна премьерăпа уçасси йăлана кĕнĕ. Кăçал Шупашкар кураканĕсем валли Г.Доницеттин «Любовный напиток» оперине хатĕрленĕ. Ăна Мускав режиссерĕ Элла Фейгинова лартнă. Художникĕ - ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш Ен Патшалăх премийĕн лауреачĕ Валентин Федоров. Тĕп партисенче - ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем Ольга Вильдяева, Сергей Алексеев, Андрей Николаев, Иван Снигирев, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Татьяна Прытченкова, Татьяна Тойбахтина, Сергей Кузнецов, Иван Николаев, Елена Соколова, Константин Москалев.

Рубрика: