- Чăвашла верси
- Русская версия
Çуркунне, хĕрарăм, юрату...
Çак сăмахсем ытларах янăрарĕç Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче иртнĕ поэзи каçĕнче. Уява хĕрарăм çыравçăсене йыхравланă. Ахальтен мар, паллах: ара, кĕçех пĕтĕм тĕнче чиперуксене ăшă сăмахсемпе пĕрлех капăр чечек çыххисемпе, хаклă парнесемпе савăнтарĕ. Çыравçăсен пĕрле пухăнмалли тепĕр сăлтав та пулчĕ çак тапхăрта - пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче Писатель кунне паллă турĕ. Çапла икĕ уяв пĕрлешсе хăватланчĕ те юхрĕ юрă, янăрарĕ чăваш сăмахĕ... Чунсене çĕклентерсе, тавралăха илем кÿрсе...
Самана улшăнни çыравçăсене те витĕм кÿмесĕр иртмерĕ. Алла калем тытса йĕрке хыççăн йĕрке çуратакансен хушшинче çамрăксене питех кураймăн. Паян çыравçă патшалăх пулăшăвне туйсах каймасть, мĕн тăвăн? Çавăнпа та çăкăрлăх калем тытса ĕçлесе илеймĕн. Аслăрах çултисем, телее, тертлĕ те асаплă çак çултан пăрăнмаççĕ. Чунран тухнă йĕркесене, хайлавĕсене кĕнекене пухса вăй çитнĕ таран вĕсене хăйсен шучĕпех кун çути кăтартма тăрăшаççĕ. Çулсем иртни çыравçă пикесен сăввисенче те палăрать. Хĕрарăмсен уявне эпир чи малтан аннесемпе çыхăнтарма хăнăхнă-çке. Чи ачаш сăмаха çак кун ăна парнелес килет. Шел, вăхăт ытла та шелсĕр, аннесене пирĕнтен яланлăхах уйăрса илсе каять. Чĕрĕ чух вара вĕсене, тен, упрама та пĕлместпĕр, шеллесе те йăпатса çупăрлама хевте çитерейместпĕр... Альбина Юрату тата Зоя Сывлăмпи шăпах çак шухăша палăртрĕç уявра.
Маргарита Гурьева пуканепе тухса пухăннисене çурхи уявпа саламланă май чăваш писателĕсене виçĕ союз пĕрлештерсе тăни пирки йĕплесе илме манмарĕ. Юрать-ха украинсем пек пăтранмаççĕ çыравçăсем, виçĕ союзĕ те пĕр-пĕринпе чиперех килĕштерсе пурăнать. ЧР Профессионал писательсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Сергей Павлов ахальтен мар хĕрарăм çыравçăсене саламланă май çак кун туслăх, тăванлăх уявĕ пулнине палăртрĕ. Тĕнче, уйрăмах - чăвашăн, хĕрарăм хулпуççийĕ çинче тытăнса тăнине те йышăнчĕ писательсен ертÿçи. “Хĕрарăм паян арçынна пур енлĕн хĕстерет: сцена çинче те, литературăра та... Этем чунне лайăхрах ăнланаççĕ вĕсем, хăйсем те туйăмлăрах. Çав вăхăтрах вулакансен хушшинче те ытларах - хĕрарăм... - чăнлăха йышăннă май чиперуксенчен каçару ыйтма та манмарĕ пултарулăх пĕрлĕхĕн ертÿçи. - Каçарăр, тен, сире юратса çитерейместпĕр... Анчах та пĕлĕр: эпир сире хисеплетпĕр”. Çапах арçынпа хĕрарăм пĕрлĕхĕ кăна пурнăçа та, пултарулăха та малалла аталантарать - çакна “Хыпар” çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ, ЧР Профессионал писательсен союзĕн ертÿçин çумĕ Геннадий Максимов палăртрĕ. Хĕрарăм çыравçăсене тав тунă май вăл малашне те пултарулăх çулĕпе пĕрлех утасса шаннине пытармарĕ.
Хĕрарăмсене уявпа арçынсем саламлани питĕ кăмăллă паллах. Чăваш ÿнерçисен ячĕпе Василий Кузьмин тата Александр Иванов сăмах каларĕç. Вĕсем те паян хĕр-хĕрарăм пур енлĕн хастарлăх кăтартнине палăртрĕç. Сочире иртнĕ Олимпиадăра та акă Чăваш Ен чысне пике хÿтĕлерĕ. Кĕрешес енĕпе мĕн авалтан уявсенче арçынсем вăй виçнĕ. Халĕ вара кур та тĕлĕн - ку енĕпе те Раççей чемпионачĕсене чăваш арĕ мар, хĕрĕ хутшăнать! Халăхăмăр тĕррине тĕнче умне ÿкерчĕк хальлĕн хĕрарăм çĕклет. Керамика, пукане ăсталас енĕпе каллех “юбкăллисем” малта. “Арçынсем таçта çухалнăнах туйăнаççĕ...” - аптранă ÿнерçĕсем. Хĕрарăм пулсан çапах та чăваш ÿнерçисен пĕрлешĕвĕ илемленессе, хастарланасса, хăватланасса шанаççĕ вĕсем...
Уяв кăмăлне пĕрле пайланă май çыравçăсем çĕнĕ хайлавĕсемпе паллаштарчĕç. Светлана Гордеева çурхи тумла юххинче до-ре-ми нота кĕввине илтет. Лидия Сарине хĕрарăм телейне мăнукра курать. Галина Кĕмĕл ямб-хорей килĕшĕвне тишкернĕ хыççăн рифма чуста пек хăпарнине асăрханă. Валентина Пугачевăна амăшне ĕмĕрлĕхех çухатнă хыççăн тĕнче арканнăн туйăннă. “Çапах та аннепе чуна уçса калаçма, тен, кая юлман? Тен, кантăкран карăнакан çутă шăпах эсĕ, аннеçĕм?“ - шырать чун канăçне сăвăç. Лидия Филиппова чăвашлăха халалланă хайлавĕпе паллаштарчĕ. Нина Пăрчăкан вара сăвă вуланипе кăна çырлахмарĕ, илемлĕ юрă та шăрантарчĕ. Унпа ăмăртса тенĕ пек уяв кăмăлне Клара Осокина ертсе пыракан “Тарават” ушкăн хăпартлантарчĕ.
Рита АРТИ.
Олег ЦЫПЛЕНКОВ
сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать