- Чăвашла верси
- Русская версия
Электромобиль рулĕ умне хăçан ларăпăр-ши?
«Шухăшланине пурнăçа кĕртсессĕн Нобель премине тивĕçĕн», - пахалаççĕ Михаил Ефимовăн ĕçне аслă шкул профессорĕсем. Хăйсен хаклавĕнче шăпах çапла çыраççĕ вĕсем. Ĕмĕтне çунатлантарма сĕнеççĕ. Анчах калама çăмăл - çĕнĕ япала туса кăлариччен çич хут тар кăларма тивет! Манăн та çак хатĕр çинчен тĕплĕнрех пĕлес килчĕ. Пирĕн пурнăçа мĕнле çĕнĕлĕх кĕртĕ вăл?
Михаил Федоровичăн аллинче - вун-вун патент. Вĕсен хушшинче çухалми токлă çыхăнусăр двигатель шухăшласа тупнине ĕнентерекенни те пур. Ăна пуçтарса кăна çитермелле. Хальлĕхе хăш-пĕр пайне хатĕрлеме ятарлă оборудовани, ăна туянмашкăн хулăн укçа кирлĕ. Эх, нухрат çителĕксĕрри ура хурать. Грант çĕнсе илес шанчăк пур паллах. Ăна та çанă тавăрса проект хатĕрлемесĕр тивĕçеймĕн. Унсăр пуçне республикăри заводсемпе те çыхăну йĕркелеме пулать. Унта пайсене чутласа кăлармалли оборудовани пур. Анчах саккас пама каллех укçа-тенкĕ шырамалла.
Михаил Ефимов студент чухнех çĕр çывăрмасăр тенĕ пек çĕнĕ йышши япаласен схемисене ÿкернĕ. Шухăш хăвачĕпе тантăшĕсене çеç мар, вĕрентекенсене те тыткăнланă. Ахальтен мар общежитири унăн пÿлĕмĕнчен халăх тухма пĕлмен. Вĕсем малашлăхри хатĕр-хĕтĕр çинчен калаçнă. Хăйне евĕрлĕ çак двигатель схемине те тахçанах чĕрме пуçланă вăл. Пĕрре мăшăрĕ килти çÿлĕксене пушатас тĕллевпе чылайранпа тытман хутсен тĕркине çÿп-çап контейнерне кайса пăрахнă. Юрать-ха тиесе кайма ĕлкĕреймен, унсăрăн темиçе çул тăрăшни харама каятчĕ. Кил хуçи схемăсене каялла пуçтарса кĕртнĕ те çĕнĕ вăйпа ĕçе пуçăннă.
Шупашкарта иртнĕ Russian StartUp Tour роуд-шоура Михаил Федоровичăн пулăшуçи Дмитрий Алюнов шăпах çак проектпа паллаштарнăччĕ. Ку двигателе электромобиле вырнаçтарма сĕннĕччĕ вăл. Кам пĕлет, тен, пуласлăхра çакнашкал машина кăларакан заводсем çĕнĕ хатĕрпе усă курма пуçлĕç. Проект авторĕсем каланă тăрăх - унăн двигательне улăштарма вăхăт çитнĕ. Шел те, ун чухне укçа уйăрасси пирки каламарĕç пĕр хуларан теприне çитекен хăнасем.
Бензин хакланса пырать. Халăх электромобиль рулĕ умне куçса ларасса систермест-ши çакă? «Пирĕн двигателе лартсассăн 2020 çулчченех республикăна çакнашкал машинăсем çитĕç. Çук-тăк - 2030 çулччен кĕтме тивĕ», - ăнлантарать Михаил Федорович.
Пысăк хăватлă, çав вăхăтрах пĕчĕк калăпăшлă двигатель чăннипех те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Электромобиль тавра сăмах пуçартăм та, анчах ку двигательпе дрельтен пуçласа ГЭС таранчченех усă курма май пур. Вăл хĕм кăлармасть. Çĕнĕ йышши двигателе взрыв тĕлĕшĕнчен хăрушă вырăнта та, нÿрĕ çĕрте те, сывлăшсăр тавралăхра та ĕçлеттерме май пур.
Хальлĕхе çак хатĕрĕн 2/3-мĕш пайне тĕрĕслев витĕр кăларнă. Ĕçе пуçăннисем вăл ăнăçлă пулса тухасса ĕненеççĕ.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать