Шăпчăкран кая мар

7 Мар, 2014

Ытлари кун ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов Сочире хĕллехи Олимп вăййи хупăннă чухнехи чаплă уяв каçĕнче юрланă «Шăпчăксем» / ертÿçи Александра Васильева/ ушкăн ачисемпе тĕл пулчĕ

Шупашкарти ача-пăча музыка 5-мĕш шкулĕн вĕренекенĕсем пĕлтĕр Краснодар тăрăхĕнче иртнĕ конкурса хутшăннă. Кайран, кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче, Санкт-Петербургри Мариинка театрĕнче репетицире пулнă. Кунта Раççей Президенчĕ Владимир Путин та хутшăннă.

Раççей ача-пăча хорне пирĕн çĕршыври 83 регионри çамрăк юрăçсенчен йĕркеленĕ. Унта пултарулăхпа палăрнă Чăваш Ен ачисене те суйласа илнĕ. Çак проекта Пĕтĕм Раççейри хор пĕрлĕхĕн ертÿçи, дирижерĕ Валерий Гергиев пуçарса янă. Олимп вăййисен йĕркелÿ комитечĕ кашни регионран вуннăран пуçласа вун тăватă çула çитичченхи вунă юрăçа суйласа илме йышăну тунă. Çавăнпа та ушкăн хушшинче тепĕр суйлав ирттерме тивнĕ.

- 46 ачаран чи вăйлă та илемлĕ сасăллисене, хулари ахаль çемьесенчи ачасене суйласа илтĕмĕр, - пĕлтерчĕ Шупашкарти Ф.Лукин ячĕллĕ ача-пăча музыка 5-мĕш шкулĕн директорĕ Наталья Толокнова. Сăмах май, музыка çак шкулĕ 1998 çултанпах ĕçлет. Кунта вĕреннисенчен чылайăшĕ Раççей аслă шкулĕсенче пĕлĕве малалла тăсать.

Кăçал хĕллехи каникулта та канман хорта юрлакансем. Вĕсем аслисемпе тан ĕçленĕ. Талăкне 5-шер сехет репетици ирттернĕ.

Кăрлачăн 8-мĕшĕнче Мариинка театрĕн сцени çине Раççейĕн мĕн пур кĕтесĕнчен килнĕ 1 пин ача тухнă. Валерий Гергиев ертсе пыракан оркестр кĕвви тăрăх Исаак Дунаевскин «Летите, голуби», Аркадий Островскин «Пусть всегда будет солнце» тата ытти чылай паллă юрра шăрантарнă.

Çула тухас умĕн шăпчăкран кая мар юрлакан çамрăксемпе хула пуçлăхĕ Александр Черкесов тĕл пулнă, ăнăçу суннă.

Олимп вăййисем хупăннине телевизорпа куртăмăр. Концерт пуçламăшĕнче чаршава çĕкленĕ хыççăн 1000 ача сасси тыткăна илекен пĕр таса сасса çаврăнса хорта юрлани халĕ те асрах. Унта чăваш ачисем хутшăннишĕн чун савăнчĕ, мăнаçлăх çуралчĕ. Чăннипех те маттурсем!

Владимир Путин та ача-пăча хорĕн ĕçне пысăк хак панă.

«Çак çамрăк йыш пуриншĕн те паллă, манăçми произведенисене халăх патне тĕлĕнмелле, чуна пырса тивмелле çитерме пултарнишĕн хам та питĕ тĕлĕнтĕм. Пĕр пин ачаран тăракан хор пĕр инструмент пек илтĕнет», - палăртнă Владимир Владимирович.

Сочирен таврăннă ачасен сăн-питĕнче йăл кулă çиçет, çамрăксенче вăй-хăват тапса тăни палăрать. «Шăпчăксем» Вадим Петровича асăнмалăх ушкăнпа çапăннă сăн ÿкерчĕк, Олимп символикиллĕ калем парнелерĕç, Александра Васильева ертсе пынипе Олимп юррин пĕр сыпăкне шăрантарчĕç. Вадим Ефимов çамрăк юрăçсене Культура министерствин тав çырăвĕсене пачĕ, çак çитĕнÿ çинче чарăнса тăмасăр малалла талпăнма, пысăк кăтартусем тума ăнăçу сунчĕ.

Çавăн пекех «Сочи - 2014» культура олимпиадине В.Воробьев ячĕллĕ ача-пăча музыка 2-мĕш шкулĕн вĕренекенĕ Полина Маркова та хутшăннă. Вăл Юрий Башмет ертсе пыракан Пĕтĕм Раççейри çамрăксен симфони оркестрĕнче юрланă.

Елена АТАМАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.