Аваллăха таврăннăн туйăнчĕ

13 Ноя, 2015

Çĕрпÿ районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентекенсем икĕ кунлăх çул çÿревре пулчĕç. Чĕмпĕр облаçне, авалхи Пăлхар, Пÿлер тата Сувар хулисене çитсе курчĕç.

Пăлхар хулинче çул çÿреве хутшăнакансене чăваш наци культура центрĕн ертÿçи Валентина Якличева ăшшăн кĕтсе илчĕ. Валентина Михайловна каланă тăрăх - авалхи несĕлĕмĕрсен патшалăхĕ хальхи вăхăтра пĕтĕмпех мишерсен аллинче. Унăн куçĕнче тата калаçăвĕнче чăвашлăхшăн тунсăхлани уççăнах палăрчĕ. Пăлхар хулинче курмалли тата тĕлĕнмелли нумай. Çĕрпÿ ен делегацийĕ Валентина Михайловнăна тав сăмахĕ каларĕ, малашне те çыхăну тытса тата пĕрле ĕçлесе пыма шантарчĕ.

Пăлхар чăвашĕсен тепĕр хули вăл - Пÿлер. Пÿлер хулинче темле асамлă вăй пур теççĕ. Çанталăк янкăр уяр пулмарĕ пулин те вĕрентекенсем хăюллăнах ту çине улăхрĕç. Унта 444 картлашкапа хăпармалла. Кусем ахаль чулсем мар, вĕсенче асамлăх, чăвашлăх вăйĕ упранать. Ту тăрринчи йывăçсем çине çул çÿревçĕсем хăюсем çакса хăварчĕç. Чи çÿлте вара тĕлĕнмелле чул выртать. Ун çÿллĕшĕ - икĕ метр çурă. Пурте çак чула ыталарĕç, сывлăхпа чун канăçлăхĕ ыйтрĕç.

Аслă Пÿлер хулинче историпе археологи музейĕ пур. Унти экспонатсемпе те вĕрентекенсем туллин паллашрĕç. Пÿлер хулинчен çветтуй шыв ăсса илчĕç те Сувар еннелле çул тытрĕç. Кунти музей ертÿçи Н.Садриева экспонатсемпе паллаштарчĕ. Музейра 800 ытла япала, пурте вĕсем аваллăхпа çыхăннă.

Çĕрпÿ район делегацийĕ Сувар крепоçне çитсе курчĕ. Крепоçăн валĕсем çÿллĕ те тарăн. Çул çÿрев ăнăçлă та усăллă иртрĕ, аваллăха таврăннăн туйăнчĕ.

Татьяна ПЕТРОВА,

ЧНК Мăн Канашĕн тата Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ

Рубрика: