Пирвайхи хут

12 Ноя, 2015

Чÿк уйăхĕн 16-21-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен «Асам» I кинофестивалĕ иртĕ. Ăна ЧР Кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕ тата ЧР Культура министерстви йĕркелеççĕ.

Фестивале киноискусствăри пултаруллă çынсене тупса палăртас, чăваш киностудийĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Унта кĕске тата тулли метражлă илемлĕ, документлă тата анимаци фильмĕсем хутшăнĕç. Конкурса тăратнă ĕçсене 14 номинаципе хаклĕç. Чи лайăххине гран-при парĕç. Чăваш киноискусствин аталанăвне пысăк тÿпе хывнă картинăсене ятарлă номинацире палăртĕç. Фильмсем кăтартнисĕр пуçне вĕсен авторĕсемпе тĕл пулусем, презентацисем, ăсталăх класĕсем иртĕç. Фильмсемпе ЧР Наци библиотекинче тата ЧР Электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕнче паллашма май пулĕ. Вĕсене тÿлевсĕрех кăтартĕç.

Рубрика: