Чарăнурах тапăннă

12 Ноя, 2015

Шупашкарти Мускав районĕн сучĕ хуларах пурăнакан 31-ри арçын тĕлĕшпе приговор вуланă, хĕре вĕлерессипе хăратса мăшкăллама тăнăскере пĕтĕмĕшле режимлă колоние 5 çуллăха ăсатма йышăннă.

Уголовлă ĕç материалĕсем тăрăх, кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи пĕр чарăнура вăл ĕçрен килне таврăнакан 23-ри хĕре тапăннă, пач палламанскере çавăрса çапнă та пурнăçран уйăрассипе хăратнă, тискерле ясар шухăшне пурнăçлама хăтланнă. Юрать, çывăхри çуртăн балконĕ çине тухнă хĕрарăм пике пулăшу ыйтса кăшкăрнине пĕр хăлхинчен кĕртсе тепринчен кăларман - урамах вирхĕнсе тухнă. Çакна кура пусмăрçă тарса çухалнă. Палăртмалла: ку арçынна урăх хĕре хĕненĕшĕн, вĕлерессипе хăратса мăшкăлланăшăн 2007 çулта çирĕп режимлă колониех ăсатнă. Унта вăл 7 çул çурă ларнă. Шел, тÿрĕ çул çине тухма шухăшламан арçын.

Рубрика: