Шкул ачисем ăмăртаççĕ

11 Ноя, 2015

Юпа уйăхĕнче старт илнĕ шкул ачисен спартакиади кунран-кун вăй илсех пырать. Çамрăк спортсменсем яланхи пекех ЧР Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн вăй виçеççĕ.

Спартакиада тĕллевĕ - яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа спортпа туслаштарасси, вĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентесси, пултаруллă спортсменсене тупса палăртасси. Кăçал программăна 8 ăмăрту кĕртнĕ: спорт ориентировки, спорт туризмĕ, волейбол, баскетбол, йĕлтĕрпе чупасси, ишесси, çăмăл атлетика, фитнес-аэробика.

Шкул ачисен спартакиади ориентировани турнирĕнчен пуçланчĕ. Унта 300 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Тупăшусен пĕтĕмлетĕвĕпе район командисен хушшинче Муркашсем, Етĕрнесем тата Красноармейскисем, хуларисен ушкăнĕнче Шупашкарсемпе Çĕнĕ Шупашкарсем мала тухрĕç. Тепĕр ăмăрту - çамрăк туристсен «Ылтăн карабин» турнирĕ - Çĕнĕ Шупашкарта иртрĕ. Шкул ачисем унта та хастарлăх кăтартрĕç. Хальхи вăхăтра волейбол командисем финала тухассишĕн кĕрешеççĕ.

Сăмах май, пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнчи спартакиадăра Муркаш, Çĕрпÿ тата Элĕк ачисем çĕнтернĕччĕ.

Рубрика: