Йыш пысăкланать

11 Ноя, 2015

Кашни спортсмен çитĕнÿ туса çÿлерех çĕкленме ăнтăлать. Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарни вара çĕршывăн пĕрлештернĕ командине лекме, тата та пысăкрах ăмăртусене хутшăнма май парать.

Чăваш спортсменĕсен хушшинче те спорт мастерĕсен йышĕ çултан-çул ÿссе пырать. Акă, кăçал çак ята 51 çынна панă. Телейлисен ушкăнĕнче пултаруллă чылай спортсмена палăртма пулать. Тĕслĕхрен, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки Ксения Лачкова кăçал панкратион /хĕвелтухăç кĕрешĕвĕ/ енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнчен ылтăн медальпе таврăнчĕ. Шупашкарти Олимп резервĕсен 7-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен маунтинбайк ăсти Ольга Терентьева тĕнче чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Хисеплĕ ята тивĕçнисен йышĕнче: Максим Ялуков /триатлон/, Владислав Леонтьев /пауэрлифтинг/, Артур Шишокин /кикбоксинг/, Вероника Чумикова /кĕрешÿ/ тата ыттисем.

Рубрика: