Халăх географие пĕлет-и?

5 Ноя, 2015

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççейре пурăнакансем хăйсен географи пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Пĕрремĕш хут йĕркеленĕ диктант пур регионта та пĕр вăхăтра иртнĕ.

Чăваш Ен те акцирен айккинче юлман. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра иртнĕ. Шкулсенче географи предмечĕн сехечĕсене кĕскетнĕ. Çакă çынсен пĕлĕвне мĕнлерех витĕм кÿнĕ? Раççей географи обществи шăпах çавна тĕрĕслесшĕн пулнă. Диктант "Манăн çĕршыв - Раççей" темăпа иртнĕ. Унта хутшăнакансем 45 минутра 25 ыйтăва хуравланă. Акци пĕрремĕш хут çеç йĕркеленнĕ пулсан та унта хутшăнакан чылай пулнă. Чăваш Енре диктанта 1000 ытла çын çырнă. Анкетăсенче ята кăтартман, кашнине номерпе палăртнă. Диктанта пур ÿсĕмри çынсем те хутшăннă. Чи çамрăкки 2-мĕш класра вĕренекен ача пулнă. Чи асли вара - 79 çулта. Диктант пĕтĕмлетĕвĕпе Раççей географи обществин сайтĕнче раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче паллашма май пулĕ.

Рубрика: