Шыраври экстремист çакланнă

5 Ноя, 2015

Канаш следователĕсем Тури Юнтапа çынни тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. 42-ри арçын 2009 çултанпах федераци шыравĕнче шутланнă. Ун чухнех ăна халăхсен туслăхне аркатма хĕтĕртнĕшĕн явап тытармалла пулнă.

Следстви версийĕ çапларах: нацистсен пĕрлешĕвне кĕнĕскер 2007 тата 2009 çулсенче Канаш хулинчи çын йышлă çÿрекен вырăнсенче халăхсене харкаштарма, влаçа çапса салатма чĕнсе калакан листовкăсем, видеопродукци салатнă. Хăй тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнине пĕлсе тăрсах йĕрке хуралне чĕннĕ кунсенче пыман, аякка тарса çухалнă. Кăçалхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче ăна Алтай Республикинчи Турочак районĕнче йĕрке хуралçисем тытса чарнă. Арçынна халĕ Чăваш Ене илсе килнĕ, судченех ирĕксĕр хăварнă. Ĕç-пуçа малалла тишкереççĕ.

Рубрика: