Эрех ĕçнĕ те...

5 Ноя, 2015

Патăрьел районĕн сучĕ Шăнкăртамра пурăнакан 25-ри каччă айăплине çирĕплетнĕ, ăна пĕтĕмĕшле режимлă колоние 4 çул та 1 уйăхлăха ăсатма йышăннă.

Следстви тишкернĕ, суд пăхса тухнă тăрăх, çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче тăр кăнтăрлах вăл хăйĕн автомашинин рулĕ умне ÿсĕрле ларнă та çула тухнă. Тăрăн ялĕнче 24 çулти хĕре тапăннă, ăна хăйĕн транспортне сĕтĕрсе кĕртме хăтланнă. Анчах аякран тепĕр машина курăннă та - каччă "тимĕр утне" тапратса тарнă. Вунă минутранах вăл тăван салинче 29 çулти хĕре киле леçсе хăваратăп тесе машинине лартнă. Анчах çул пачах урăх еннелле - çын çук хирелле - выртнă. Унта вăл пикене вĕлерессипе хăратса хĕненĕ, мăшкăллама хăтланнă. Юрать, шар кураканнин вăйĕ пусмăрçа хирĕç тăма та çитнĕ. Унччен те пулман - хăй хăрушлăха лекни пирки вăл пĕлĕшне шăнкăравласа пĕлтернĕ. Усал шухăшлăскерĕн аллинчен хăтăлса тарнă, анчах каччă ăна çав-çавах хăваланă. Ют машина курăнсан çеç çаврăнса тарнă. Яша йĕрке хуралçисем çав кунах тытса чарнă, анчах вăл медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшмен. Çакна кура ăна 30 пин тенкĕлĕх штрафланă, çулталăк та 8 уйăхлăха правасăр хăварнă. Йĕплĕ пралук хыçĕнче ăна ку документ кирлĕ те пулмĕ.

Рубрика: