Мĕн вăл Халăхсен туслăхĕ? Вăл - чи пысăк пуянлăх Тата - тăнăç пурнăç, патшалăхăн çирĕп никĕсĕ

5 Ноя, 2015

Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне пирĕн çĕршывра 2005 çулта пуçласа палăртнă. Вăл пушă вырăнта "çуралман". Унăн хăйĕн тĕшши, пĕлтерĕшĕ пур. Тĕрлĕ йывăр тĕрĕслев витĕр тухнă Раççейре пурăнакан вун-вун халăх çынни тĕнчери паянхи çăмăлах мар лару-тăрура пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пулăшса, тăнăçлăхра пурăннинчен хаклăраххи нимĕн те çуккине питĕ лайăх ăнланать. Енчен пĕтĕмĕшле çак ăнлавăн пĕр пĕчĕк пайĕ çеç "чăхăмлама" тытăнсан лăпкă пурнăç самантрах тÿнтерле çаврăнать. Тĕслĕх вырăнне аякка çÿреме кирлĕ мар: кÿршĕ патшалăхрах, авă, тĕнче çаврăнать тейĕн. Аякран хĕтĕртнипе чылай ĕмĕр килĕштерсе пурăннă славян халăхĕ пĕри тепринпе хĕç-пăшал хăвачĕпе "калаçасшăн". Тĕрĕсрех, унăн вăйĕпе влаçа тытса илнисем ыттисене пăхăнтарса пуç пуласшăн. Ăçта лăпкă мар, унта - юн, вилĕм...

Тăнăç пурнăçран ырри, лайăххи, лăпкăраххи çуккине чÿк уйăхĕн тăваттăмĕшĕнчи уяв курăмлă çирĕплетрĕ. Пĕрлĕх кунне халалланă йышлă митингсем пирĕн республикăра савăнăçлă лару-тăрура иртрĕç. Паллах, тĕп уяв Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре, ытти лапамсенче тата культура учрежденийĕсенче пулчĕ. К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнче вырнаçтарнă сцена комплексĕ тĕлне шĕкĕр хуламăрта пурăнакансемпе унăн хăнисем питĕ нумайăн пухăнчĕç. Статистика чăнлăха юратать: уявра 10 пин ытла çын савăнчĕ. Пысăк калăпăшлă экранра сцена çинче тата унăн çывăхĕнче мĕн пулса иртнине аякранах сăнама пулать. Вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ чуна хăпартлантаракан юрă кĕввисемпе маршсем шăрантарать. Ăна художество пултарулăх ăстисем хăйсен номерĕсемпе ылмаштараççĕ. Колоннăсем çийĕн Раççей, Чăваш Ен, Шупашкар тата тĕрлĕ общество организацийĕсен ялавĕсем вĕлкĕшеççĕ. Транспарантсем тăнăç пурнăçа упрама чĕнеççĕ, пĕрлĕхре вăй пулнине аса илтереççĕ. Чылайăшĕ уява çемйисемпе килнĕ. Ачасен аллинче - патшалăхпа республика элемĕсем, тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем...

Рубрика: