Пысăк инкек

3 Ноя, 2015

«Когалымавиа» компанин Airbus А321 самолечĕ Шарм-эль-Шейхран Санкт-Петербург хулине шăмат кун, юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче, Мускав вăхăчĕпе 6 сехет те 51 минутра вĕçеве тухнă. 7 сехет те 14 минутра Ларнакăпа /Кипр/ çыхăну татăлнă. Лайнер Синай çур утравĕн çурçĕр енче ÿкнĕ.

Самолетра 217 пассажир /çав йышра Раççей çыннисем 214-ăн, вĕсенчен 25-шĕ - ачасем/ тата экипаж членĕсем 7-ĕн пулнă. Нумайăшĕ - Петербургра тата Ленинград облаçĕнче пурăннисем. Пурте вĕсем вилнĕ.

Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери комисси, унта Египет, Раççей тата Франци специалисчĕсем кĕнĕ, Раççейĕн Синайра ÿксе арканнă самолечĕн «хура ещĕкне» тĕпчеме пуçланă.

Раççей Следстви комитечĕ РФ Уголовлă кодексĕн 263 статйипе «сывлăш транспортне çÿретмелли тата унпа усă курмалли хăрушсăрлăх йĕркисене пăсни»/ тата 238 статйин 3-мĕш пайĕпе /«хăрушсăрлăх требованийĕсене тивĕçтермен пулăшу ĕçĕсем пани»/ уголовлă 2 ĕç пуçарнă.

Lenta.ru.

Рубрика: