Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейĕн паллă халăх артисчĕпе, Раççей телевиденийĕн Академийĕн академикĕпе Леонид Якубовичпа тĕл пулнă

2 Ноя, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейĕн паллă халăх артисчĕпе, Раççей телевиденийĕн Академийĕн академикĕпе Леонид Якубовичпа тĕл пулнă. Чăваш çĕрĕ çине килсе çитнĕ сумлă хăнана регион Ертӳçи ырă сунса кĕтсе илнĕ, республика ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă, пирĕн регион çинчен яланах ырăпа çеç аса илнĕшĕн тав тунă. «Нумаях пулмасть  «Поле чудес» шоура Чăваш Енрен пĕр çын хутшăннă пулнă. Эсир Раççей шайĕнче Чăваш Ен пирки лайăхпа аса илсе хăвартăр. Чăваш Республикин тĕп хули çинчен савăнса пĕлтертĕр. Питĕ хитре хула, яланах пирĕн патне килме хавас пулнине палăртрăр. Ку пирĕншĕн чи пахи», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Леонид Якубович чăннипех те Чăваш Республикине чун ыйтнипе килет. Шупашкар çав тери таса хула тесе çирĕплетет. Кунта пурăнакансем те ырă чунлă çынсем тесе асăнса хăварнă артист. «Манăн кунта яланах килес килет, чун савăнать. Халăх питĕ кăмăллă, ырăпа çеç кĕтсе илет», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев паллă артиста Раççей Кубокне килсе курма хăнана чĕннĕ. Ун чухне шăпах та Раççей шайĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн хĕрарăмсем хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе спорт ăмăртăвĕсем иртĕç. Спорт уявĕ раштав уйăхĕн 11-12-мĕш кунĕсенче Шупашкарти Пăр керменĕнче пулать. Раççей Командин пĕрлештерĕ ушкăнне Чăваш Енрен 18 хĕрупраç кĕрет.