Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Владимир Мышкин Шупашкарта Пăр керменĕнче Пĕтĕм Раççейри хоккей фестивальне торжествăлла пулăмра уçнă çĕре хутшăннă

2 Ноя, 2015

Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата халăхра паллă хоккеист – Европăра, тĕнчере темиçе хут та чемпион ята тивĕçнĕ спортсмен, Коккей  Лиги правленийĕн членĕ    Владимир Мышкин Шупашкарта Пăр керменĕнче Пĕтĕм Раççейри  хоккей фестивальне торжествăлла пулăмра уçнă çĕре хутшăннă. Ăмăртăва йĕркелекенсене Михаил Игнатьев саламланă, спорта аталантарма витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. «Сире кура, ытларах халăх спорта явăçма шутлать, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнать», - тенĕ спортсменсене саламланă май регион Ертӳçи. «Ăмăртусем калама çук çав тери хăтлă та илемлĕ  Пăр керменĕнче иртеççĕ. Чăннипех та çак объект пур халăхшăн та чăн-чăн пысăк парне. Ăнăçлă спорт кăтартăвĕпе республика Пуçлăхне, Правительство ертӳлĕхне тав тумалла. Спорта пысăк шайра аталантарса пыма пулăшнăшăн уйрăмах пысăк тав сăмахсене каламалла», - тесе палăртса хăварнă хăйĕн саламĕнче  сумлă хăна   Владимир Мышкин. Ăмăртусенче пурĕ çичĕ команда хутшăнать, вăйăсем пуш уйăхĕчченех пулĕç. Çĕнтерӳçĕсем çитес çулта çуркунне Сочире тупăшĕç. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев çак Пăр керменĕ спорт ăмăртăвĕсене ирттерме питĕ лайăх вырăн пулнине палăртнă, халăх хапăл тусах кулленех кермене спорта çӳренине каланă. Ватти-вĕтти ир пуçласа каçченех спортра хăйсен ăсталăхĕсене туптаççĕ. Владимир Мышкин хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре ветерансем хушшинче  хоккей ăмăртăвĕсем пысăк шайра иртнине асăннă. «Спорта ватăсемпе пĕрле ача-пăча та кулленех çӳрени савăнтарать. Хĕрарăмсем те савăнаççĕ, вĕсен юратнă мăшăрĕсем диван çинче ларса вăхăт ирттермеççĕ, спорта хĕпĕртесех çӳреççĕ тесе пĕлтереççĕ.  Пурне те савăнтарать, Шупашкарта Пăр керменĕ çĕкленсе ларни», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев Владимир Мышкина тав тунă, асăнмалăх алла çыхмалли сехете парса чысланă.

Рубрика: