Кашни хуçалăх шутра

2 Ноя, 2015

ЧР Ял хуçалăх министерствин официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх çыравне хутшăнакан мĕнпур обьекта палăртса хума ĕлкĕрнĕ. Вĕсен шутне 851 ял хуçалăх организацийĕ, 783 хушма хуçалăх, 3558 фермер хуçалăхĕ, 722 уйрăм предприниматель, ялта пурăнакансен 239097 хушма хуçалăхĕ, хуласенчи тата хула таврашĕнчи 33785 хушма хуçалăх, çавăн пекех 746 коммерци пĕрлĕхĕ кĕрет. Республикăри кашни районтах тата хуласен таврашĕнче ял хуçалăх çыравне ирттерес тата йĕркелес тĕлĕшпе комисси йĕркеленĕ.

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттерни çĕрпе мĕнле усă курнине, мĕн чухлĕ акни-лартнине, выльăх тата кайăк-кĕшĕк шутне, ял хуçалăх апат-çимĕçне мĕн чухлĕ туса илнине пĕлме май парать.

Аса илтеретпĕр, Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен иртет.

Елена АТАМАНОВА.