Лимитран тухнăшăн - яваплăх

30 Окт, 2015

Вăрнар районĕн прокуратури бюджет саккунĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ май райадминистраци çирĕплетнĕ бюджет ассигнованийĕсен тата бюджет обязательствисен лимичĕн виçинчен иртсе муниципалитет контракчĕ тунине тупса палăртнă.

Райадминистраци пуçлăхĕ Л.Николаев 2014 çулхи юпа уйăхĕнче «СтройЛогистик» ОООпа тунă муниципалитет контрактне алă пуснă. Сăмах стадион строительстви пирки пырать. Хакĕ - 30 млн тенкĕлĕх. Ĕçсене хăçан вĕçлемеллине те палăртнă. Çав вăхăтрах район бюджетĕнче асăннă тĕллевпе 2,8 млн тенкĕ ытларах уйăрассине кăна палăртнă. Çапла вара 2014 çул валли çирĕплетнĕ бюджет ассигнованийĕсен «картинчен» 27 млн ытла тенкĕлĕхех тухса кайнă.

Çавна май район прокуратури администраци пуçлăхĕ тĕлĕшпе КоАПăн 15.15.10 статйипе /бюджет обязательствисене çирĕплетнĕ бюджет ассигнованийĕсен виçинчен ытларах йышăнни/ ĕç пуçарнă, ăна ЧР Финанс министерствине ярса панă. Министр заместителĕн йышăнăвĕпе райадминистраци пуçлăхне 20 пин тенкĕлĕх штрафланă.