Çăкăр çитерекене мухтав!

30 Окт, 2015

Ял хуçалăхĕ республикăшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшли каламасăрах паллă. Тĕрĕссипе, эпир пурте ялтан тухнă. Хула та ялсăр пурăнаймасть. Кашнин сĕтелĕ çинчи çăкăр - ял çыннин ырми-канми ĕçĕпе пулнăскер. Çавна май Чăваш Ен Ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне çуллен сумлă паллă туни чăннипех вырăнлă. Паян ялхуçалăх ĕçченĕсене вĕсен професси уявĕ ячĕпе саламлатпăр.

Праçник умĕн эпир ЧР Ялхуçалăх министерствин специалисчĕсемпе курнăçса калаçрăмăр - отрасльти лару-тăрупа, умри тĕллевсемпе паллаштарма ыйтрăмăр. Отрасле сăнлакан анлă та тулли ÿкерчĕк калăплама тăрăшрăмăр. Калаçăва, паллах, кăçалхи ĕç-хĕл пĕтĕмлетĕвĕнчен пуçларăмăр.

Ÿсĕм çулĕпе

- Республикăн кăнтăр енчи районĕсенче çулла çанталăк типĕ тăнине кура çулталăк хресченшĕн çăмăл пулчĕ тееймĕн. Çапах та, эпир пĕлнĕ тăрăх, мăнаçланмалăх кăтартусем пур.

- Палăртма кăмăллă% отраслĕн 2015 çулхи аталанăвĕшĕн производство ÿсĕмĕ кăтартуллă. Ялхуçалăх продукцийĕ туса илессин индексĕ кăçалхи 9 уйăхра 104% танлашрĕ. Çак ÿсĕм тĕпрен илсен аш-какай туса илесси, сĕт суса илесси ÿснипе, çавăн пекех çĕрулми тухăçĕ пысăкраххипе сăлтавланнă.

Республикăра тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртессине вĕçленĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх - 571,4 пин тонна тĕш тырă çапса илнĕ. Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк районĕсенче тырă тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех пулчĕ. Республикăра çитĕнтерекен тĕш тырăн пĕтĕмĕшле калапăшĕн 25% - шăпах çак районсен тÿпи. Апла пулин те Елчĕк районĕнче 47 пин тоннăна яхăн тырă пухса кĕртнĕ. Çĕрпÿсен кăтартăвĕ те сумлă - 44 пин тонна ытла.

Тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен кашни гектартан пухса кĕртнĕ вăтам тухăçĕ 20,6 центнерпа танлашнă. Пĕлтĕр ку кăтарту 21,8 центнер пулнăччĕ. Кăçалхи типĕ çанталăк витĕмĕ куçкĕрет. Чăваш гидрометеорологи центрĕн Патăрьелĕнчи метеостанцийĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх - çав тăрăхра çĕртме варринчен тытăнса тăпран сухалакан сийĕнчи тухăç нÿрĕкĕн виçи виçĕ декадăра 10 миллиметртан иртмен. Çак метеостанци информаци пухакан зонăна шăпах Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсем кĕреççĕ.

Апла пулин те çĕрулми тухăçĕ чăннипех савăнтарать. Ăна кăçал 684,5 пин тонна пухса кĕртнĕ - пĕлтĕрхи виçен 124,5% чухлĕ. Ялхуçалăх организацийĕсемпе пысăк фермер хуçалăхĕсенчи кашни гектар тухăçĕ 218,5 центнерпа танлашнă - çакă та пĕлтĕрхинчен чылай пысăкрах. Шупашкар районĕнче ку кăтарту 250 центнертан та иртнĕ.

- Ытти культурăпа мĕнлерех ĕçлетпĕр?

- Юлашки çулсенче республикăра агротехника енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ куккурус çитĕнтересси вăй илсе пырать. Сăмахран, 2010 çулта Чăваш Енре куккурус лаптăкĕ 2,4 пин гектар пулнă, кăçал лаптăк 2,8 хут пысăкланнă - 12 пин гектара яхăн. Вăл уй-хире çум курăкран тасатма пулăшать, тĕш тырă культурисене акма палăртакан лаптăксенче малтан çак культурăна çитĕнтерни питĕ лайăх. Тĕп лаптăк - симĕс апат, сенаж валли. 2012 çултанпа Чăваш Енре çак культурăна тĕшĕлĕх те çитĕнтерме пуçланă. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ виçĕ çул ăна 500-шер гектар акнă, кăçал вара 2,5 пин гектар çинче çитĕнтернĕ. Тухăçĕ лайăх - çак культурăпа ĕçленин усси пысăк.

Кăçал пахча çимĕç, хăмла, хĕвелçаврăнăш туса илесси те ÿснĕ. Çĕрулми, пахча çимĕç хакĕсем лайăххине кура хуçалăхсем аван тупăш илеççĕ. Çавăнпах вĕсен лаптăкĕсене ÿстерме тĕллев лартнă. Унсăр пуçне Раççей Ялхуçалăх министерстви хăмла ĕрчетессине пулăшма палăртать. Республикăри хăмла плантацийĕсене ĕлĕкхипе танлаштараймăн, апла пулин те Чăваш Ен çав-çавах çĕршыври хăмла çитĕнтерекен тĕп регион шутланать. Эппин, ку енĕпе пирĕн аграрисем хушма пулăшу илме пултараççĕ - çакна шута илмелле.

Пахча çимĕçе хупă лаптăксенче çитĕнтерессине аталантармалла - эппин, теплица хуçалăхне çĕнетсе вăй памалла. Ку енĕпе "Ольдеевская" агрофирма - чăн-чăн тĕслĕх.

Çĕр - тĕп пуянлăх

- Хресченĕн çитес çулхи тухăçшăн кăçалах тар тăкмалла. Кĕрхи ака-суха ĕçĕсене мĕнле пурнăçланă?

- Кĕрхи культурăсене 82,1 пин гектар çинче акса хăварнă. Шел те, ку планланинчен сахалрах - 82,1% чухлĕ. Апла-тăк çуркунне хăш-пĕр хуçалăха йывăртарах килĕ - пысăкрах ĕç пурнăçлама тивĕ. Кĕрхи ака планне Элĕк, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Елчĕк районĕсенче кăна пурнăçланă. Пĕтĕмпе 181 пин гектар çĕре сухаласа хăварнă - ку кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен кăшт пысăкрах.

- Чăваш Енре усă курман çĕр лаптăкĕ çав-çавах пысăк...

- Шăпах вĕсене çаврăнăша кĕртни туса илекен тырпул калăпăшне ÿстерме пулăшмалла. Паян республикăра сухаламан çĕрсен лаптăкĕ 45 пин гектарпа танлашать - ялхуçалăх продукцийĕн производствине ÿстермелли пысăк резерв. Ансат арифметика% гектар тухăçĕ вăтамран 20 центнерпа танлашсан та асăннă лаптăкра 90 пин тонна тĕш тырă çитĕнтерме пулать. Çавăнпа ялхуçалăх тĕллевлĕ çĕрсене инвентаризацилес, çĕр пайĕсен правин регистрацине вĕçлес, сухаламан лаптăксен электрон карттине хатĕрлес ĕç пĕлтерĕшĕ пысăк.

Тата, паллах, минерал удобренисемпе ытларах усă курмалла. Паян гектар пуçне вăтамран 32 килограмм тивет - сахалтан та виçĕ хут ытларах хывмалла. Раççейре те ку виçе пысăк тееймĕн - вăтамран 33-34 килограмм. Европăра вара - 250, Беларуçре - 180, Китайра - 400 килограмм! Çак ресурспа усă курса гектар тухăçне 25 центнер таран ÿстерме, тĕш тырă туса илессине тата 80-100 пин тонна пысăклатма май пур.

Хăватлă техника, çĕнĕ фермăсем...

- Аш-какай туса илесси, сĕт сăвасси ÿснине палăртрăр. Çак ÿсĕм мĕнпе сăлтавланнă?

- Кăрлач-авăн уйăхĕсенче аш-какай туса илесси 15,8% ÿснĕ, сĕт ÿсĕмĕ 0,6% танлашнă. Аш-какай тĕлĕшпе ку ÿсĕме ялхуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тивĕçтернĕ. Çав вăхăтрах, шел те, уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче ку кăтартăва 2% чакарнă. Пăшăрхантаракан туртăм палăрать% 10 çул каялла кăна туса илнĕ ашăн пĕтĕмĕшле калăпăшăн 65% уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсен тÿпи пулнă. Паян вара çак виçе 25% кăна. Урăхла каласан халĕ аш туса илесси - пысăк хуçалăхсен ĕçĕ.

Кăçал аш-какайăн пĕтĕмĕшле виçи 115 пин тоннăна çитмелле - 2014 çулхипе танлаштарсан 115,6% чухлĕ. Производствăна пысăклатассине чи малтанах кайăк-кĕшĕк çитĕнтерекен организацисем тивĕçтерĕç, аш-какайăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 50% ытла - шăпах вĕсен тÿпи. Хальхи вăхăтра, сăмахран, "Юрма" агрохолдинг хăйĕн комплексне модернизацилет - çакă продукци калапăшне ÿстерме пулăшĕ. Çавăн пекех Вăрнарти аш-какай комбиначĕн 1 пин ĕне усрамалли вите строительствине, Шупашкар районĕнчи "Атлашевский" хуçалăхăн 800 пуç выльăх тытмалли комплексĕн реконструкцине, ытти объекта асăнма пулать.

Сĕт пирки калас-тăк - кăçалхи 9 уйăхра унăн хуçалăхсем суса илнĕ виçи 5,2% хушăннă. Уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсенче вара 1,5% чакнă. Сăмах май, республикăра сĕтĕн пĕтĕмĕшле калапăшĕ - шăпах вĕсен тÿпи, сĕтĕн 67% паян çынсен хушма хуçалăхĕсем параççĕ. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх республикăра суса илнĕ сĕтĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 423 пин тоннăпа танлашмалла - пĕлтĕрхин 100,5% чухлĕ.

Тĕллев - пĕр енчен, пысăк выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем туса, тепĕр енчен, уйрăм çынсем усракан ĕнесен шутне пысăклатса сĕт суса илессине ÿстересси.

- Хăш-пĕр яла кайсан юхăннă, пушă фермăсене куратăн та - чун ыратать...

- Ку енĕпе республика ĕçлет. Выльăх-чĕрлĕх фермисем туни, пуррисене çĕнетни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçал 4 млрд тенкĕлĕх 19 инвестици проектне пурнăçланă. Çав шутра - Элĕк районĕнчи "Новый путь", Вăрнар районĕнчи "Мураты", Елчĕк районĕнчи Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче, Красноармейски районĕнчи "Волит", Çĕрпÿ районĕнчи "Вурнарец" ОООсенче, Тăвай районĕнчи "Акконд-Агро" фирмăра тата ыттисенче. Çĕнĕрен тăвакан, реконструкцилекен фермăсемпе комплекссенче выльăх пăхмалли çĕнĕ технологисене тĕпе хураççĕ. Алă вĕççĕн ĕçлесси манăçа тухса пырать - тĕп ĕçе техника пурнăçлать.

- Продукци туса илни кăна сахал, ăна упрамалла, тирпейлемелле...

- Ют çĕршывсенчен апат-çимĕç кÿрессипе çыхăннă санкци режимĕ хамăрăн агропромышленноç комплексĕшĕн анлă çул уçнине республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çине-çинех палăртать - пирĕн çакăнпа хамăрăн хăватсене пысăклатма усă курмалла. Ку енĕпе пурнăçланă ăнăçлă проект чылай. Çав шутра Елчĕкри сыр тăвакан заводăн, Комсомольски районĕнчи Г.Хайрутдинов фермерăн, Шупашкарти аш-какай комбиначĕн, "Девелей" ОООн, "Чувашская" çупа сыр базин, "Букет Чувашии" фабрикăн, ыттисен проекчĕсене асăнма пулать. Хăш-пĕр çĕрте ялхуçалăх продукцине тирпейлекен çĕнĕ линисем хута янă, теприсем производствăна анлăлатнă е çĕнетнĕ - аталану çулĕпе малалла талпăнаççĕ.

Кăçал мĕнпур йышши апат-çимĕç производствине ÿстернĕ% улма-çырлапа пахча çимĕç консервĕсен - 2,8 хут, сырпа сыр продукчĕсен - 48, çăнăхăн 43% ытла, аш-какайпа субпродуктсен - 46% яхăн, кĕрпесен - 16% ытла, макарон изделийĕсен - 21%...

- Пысăк хуçалăхсен, предприятисен тивĕçлĕ специалистсем пур. Фермерсен вара ытларах чухне хăйсене кăна шанма тивет. Патшалăх вĕсене мĕнле пулăшу кÿрет?

- Республикăра 2012 çултанпа ĕçе пуçăнакан фермерсене пулăшмалли тата çемьесен выльăх-чĕрлĕх фермисене аталантармалли программăсем пурнăçланаççĕ. Сăмах май, республикăра çемье фермисене аталантармалли программăна ашлăх выльăх çитĕнтерекен 2, лаша ĕрчетекен 1, сăвакан ĕнесем тытакан 19 фермер хутшăнать. Тăватă çул хушшинче асăннă программăпа ĕçе пуçăннă 184 фермерăн аталану программисене патшалăх енчен пулăшмашкăн конкурс никĕсĕ çинче суйласа илнĕ.

- Çулланнă çынсем кашни ялтах машинăпа трактор паркĕсем техникăпа тулли пулнине астăваççĕ. Халь вара хăш-пĕр ялта кăнтăр кунĕнче те трактор сассине илтеймĕн. Техникăсăр паян тухăçлă тырпул çитĕнтереймĕн. Патшалăх хуçалăхсене техника паркне çĕнетме пулăшать-и?

- Ялхуçалăх предприятийĕсем халĕ туянакан техникăна ĕлĕкхипе танлаштараймăн% вăл чылай хăватлăрах - паянхи пĕр трактор, калăпăр, унчченхи темиçе "кустăрмаллă урхамаха" улăштарать. Чăваш Енре аграрисем РФ Правительствин ялхуçалăх техники туса кăларакансене субсиди парасси çинчен кăларнă йышăнăвĕпе палăртнă çăмăллăхсемпе çине тăрсах усă кураççĕ. Çак программа хамăр çĕршывра туса кăларакан тухăçлă ялхуçалăх техникине субсиди шучĕпе йÿнĕрех хакпа туянма май парать. Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ялхуçалăх таварĕсем туса кăларакансемпе 85 килĕшÿ тунă - 146 млн ытла тенкĕлĕх.

 

Ĕçлекене лайăх тÿлемелле

- Чăваш Ен вăтам ĕç укçин шайĕпе мухтанайманни вăрттăнлăх мар - ăна пысăклатмалли пирки республика Пуçлăхĕ те ку ыйтупа сăмах пуçармассерен калать. Çакă аграри отрасльне те пырса тивет. Ку енĕпе ырă туртăмсем пур-и?

- Çапла, ял çыннин шалăвĕ пысăк тееймĕн, çапах ял хуçалăхĕнчи ĕç укçин ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ республика экономикинчи вăтам кăтартуран чылай пысăкрах - чăннипех ырă туртăм. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх - кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче Чăваш Енĕн ял хуçалăхĕн, сунар тата вăрман хуçалăхĕн отраслĕсенче вăй хуракансен вăтам шалăвĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан 13,1% хушăннă - 14159,4 тенке çитнĕ. Республика экономикинчи пĕтĕмĕшле кăтарту - 102,7%.

Пирĕн ялсен аталанăвне сăнлакан тепĕр самант пирки те каламалла% çурт-йĕр строительстви вăй илет - ялсен сăн-сăпачĕ улшăнать. 2003 çултанпа, ялăн социаллă аталанăвĕн тата ялсен территорийĕсен аталанăвĕн программисене пурнăçлама тытăннăранпа, ялсенчи 4,7 пине яхăн çемье çурт-йĕр тума е туянма патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Çав шутра - 1,7 пин ытла çамрăк çемье тата çамрăк специалист.

2015 çулта республика ялсенчи общество пĕлтерĕшлĕ объектсем, АПК объекчĕсем патне хытă сийлĕ çулсем илсе çитермелли плана пурнăçлама тытăнни те ял çыннин пурнăçне хăтлăрах тума пулăшĕ. Çак çулсен строительствин стандарчĕсене çирĕплетнĕ - асăннă ĕç анлăлансах пырĕ.

- Тавах интереслĕ хуравсемшĕн, тĕплĕ калаçушăн. Çĕр ĕçченне уяв ячĕпе саламламалли çеç юлать% вĕсене çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунар - çапла пулсан пирĕн сĕтелсем тулăх пулĕç.

 

Николай ДМИТРИЕВ ыйтса пĕлнĕ