Ку та - ăнман ывăл

29 Окт, 2015

Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕ те кун йышши уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Ашшĕне хĕненĕшĕн тата вĕлернĕшĕн çак хулара пурăнакан 47-ри арçынна çирĕп режимлă колоние 9 çуллăха лартма йышăннă.

Уголовлă ĕç материалĕсемпе паллашсан акă мĕн паллă пулчĕ: кăçалхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче çĕрле çак арçын, эрех ĕçсе самаях ÿсĕрĕлнĕскер, тăван ашшĕне тискеррĕн хĕненĕ. 80 çулти арçыннăн темиçе аяк пĕрчи хуçăлнă, алли-ури суранланнă. Кунпа та лăпланман путсĕр арçын - ашшĕне пăвса вĕлернĕ. Ĕç-пуçа тишкернĕ вăхăтра тискер преступлени тунă арçын ăна унччен те пĕрре мар хĕнени çиеле тухнă.

Рубрика: