Кире пуканĕ йăтасси - ал çемми кăна

28 Окт, 2015

ФОТОРЕПОРТАЖ Тимĕр вăййи хĕрсемпе яшсене спортпа туслашма хавхалантарать

Куславкка районĕ пултаруллă спортсменсемпе пуян. Спортпа туслисен йышĕнче кире пуканçăсем уйрăмах пысăк вырăн йышăнаççĕ. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче хулари автофургонсем тăвакан заводра ĕçлекен Бронислав Чернов ветерансен хушшинче çĕршыв тата тĕнче чемпионачĕсенче çĕнтерсе планетăри чи вăйлă спортсмен пулса тăчĕ. 2010 çулта сумлă ăмăртура тепĕр хут палăрса ят-сум çĕнсе илчĕ. Çав вăхăтрах районти спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Сергей Кириллов тĕнче чемпионачĕсемпе кубокĕсенче республика чысне хÿтĕлерĕ, тĕнче рекордне 11 хут çĕнетме пултарчĕ. Кăçал вара Тĕрлемес пики Настя Александрова Европа чемпионатĕнче çĕнтерчĕ.

Куславккасем - кăтартуллă

Нумаях пулмасть Куславкка «Хыпар» турнирне йышăнчĕ. Атăл хĕрринчи хулара иртнĕ ăмăртăва 10 регионти вун-вун спортсмен хутшăнчĕ. «Атăл» спорт комплексĕ хăнасене ăшшăн кĕтсе илчĕ. Çак кунсенче ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕн Иван Красновăн ларма-тăма та вăхăт пулмарĕ: спортсменсемпе хăнасене йышăнса вырнаçтармалла; ăмăрту вăхăтĕнчи йĕркелĕхе тĕрĕслесе тăмалла; çав вăхăтрах район командине те хатĕрлемелле.

- Помост çине кăçал 12 атлет тăчĕ. Пурте тĕрлĕ шайри ăмăртусенче мала тухнăскерсем. Тĕслĕхрен, Хусанти аслă шкулсенче вĕренекен Дмитрий Егоровпа Рустам Белов темиçе çул каялла Чăваш Ен чемпионатĕнче çĕнтерчĕç, халĕ çĕршыв турнирĕсенче аван хутшăнаççĕ. Республика чемпионĕсем Антон Язевпа Дима Константинов та ырă сăмаха тивĕç. Хĕрсем те пур пирĕн ушкăнра. Çак турнира «Атăл» ФОКра ирттерме йышăннăшăн эпĕ питĕ хĕпĕртерĕм. Вăл пирĕн хĕрсемпе яшсене спортпа туслашма хавхалантарчĕ, - пĕлтерчĕ Иван Николаевич. Сăмах май, районти кире пуканĕн спорчĕн секцине 17 яшпа хĕр çÿрет.

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе Куславккасем чи лайăх командăсен йышне кĕреймерĕç пулин те тренера медальсемпе савăнтарчĕçех. Сăмахран, республикăри тата çĕршыври чылай ăмăрту çĕнтерÿçи Настя Александрова пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Тĕрлемес хĕрĕ 16 килограмлă снаряда 220 хут сулласа çĕклерĕ. «Ку турнирта эпĕ пĕрремĕш хут хутшăнтăм пулин те хамăн кăтартăва лайăхлатма пултартăм. Ку таранччен эпĕ кун чухлĕ йăтманччĕ-ха. Анчах конкуренци пулманни кăшт кăмăла хуçрĕ», - терĕ Настя. 16 çулти Антон Язев та икĕ енлĕ кĕрешÿре нумай очко пухса яшсен ушкăнĕнче /68 кг/ пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарчĕ. Куславккари 3-мĕш шкулта вĕренекен Дима Кузьминăн - «бронза». Вăл 85 килограма çитичченхи пăхаттирсен хушшинче Тутарстанпа Шупашкар каччисемпе вăй виçсе виççĕмĕш пулчĕ. Иван Краснов тренер хăйĕн тепĕр вĕренекенĕн Ксения Пронькинăн çитĕнĕвĕпе те хĕпĕртерĕ ахăртнех. 15-ри хĕр хăйĕн ушкăнĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнса командăна лайăх очкосем «парнелерĕ».

Илемлĕ пикесем вăйлă та маттур

Кире пуканĕ йăтакансен хушшинче хĕрарăмсен йышĕ яланах сахал пулнă. Вĕсене шутламалăх алăри пÿрнесем те çитĕç. Кăçал та вĕсем нумай пулмарĕç. Чемпион ятне Елчĕк пики Вера Николаева /65 кг/ тата Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки Екатерина Иванова /63 кг/ тивĕçрĕç.

ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин патĕнче ăсталăха туптанă В.Николаева кăçал ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухрĕ пулин те помост çинчен кайма васкамасть. Студент çулĕсенче Пĕтĕм Раççейри вун-вун ăмăртура мала тухнă спортсменка республикăра иртекен турнирсенчен те юлмасть, кашнинчех лайăх кăтартусемпе палăрать. Ку хутĕнче те вăл чи нумай очко пухрĕ - спорт хатĕрне 167 хут сулласа çĕклерĕ.

Муркаш районĕнчи Вăрăмой ялĕн хĕрĕшĕн Екатерина Ивановăшăн та пĕрремĕш турнир мар ку. 2013 çулта вăл хăйĕн виçинче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, пĕлтĕр пĕрремĕш пулнăччĕ. 9-мĕш класра чухнех ăмăртăва хутшăнма пуçланăскерĕн çитĕнÿ тÿрех килмен. Педуниверситета вĕренме кĕрсен кăна унăн кăтартăвĕсем çултан-çул лайăхланма тытăннă. Мĕнпе илĕртнĕ-ха спортпа туслă пикене тимĕр вăййи? «Эпĕ яланах тупăшма-кĕрешме юрататтăм, хăвăрт чупаттăм, шкулти ăмăртусене хутшăнаттăм, çавăнпа Иван Смоленцев вĕрентекен кире пуканĕ йăтма сĕнсен хаваспах килĕшрĕм. Спорт секцине çÿрени дисциплинăна йĕркелет, сывлăха çирĕплетет, кулленхи пурнăçра та пулăшать», - тет историпе филологи факультетĕнче ăс пухнă вăхăтрах Владимир Симень доцент патĕнче ăсталăха туптакан хĕр. Катьăн юлташĕ Августина Павлова та хĕрсен йышĕнче ылтăн медаль çĕнсе илчĕ.

Хĕрарăмсен ушкăнĕнчи чи асли вăл - Алевтина Евграфова. «Кире пуканне эпĕ ача чухнех йăтса курнă, анчах ун чухне хĕрсем тимĕр вăййипе кăсăкланмастчĕç. 2002 çулта ку спорт анлă сарăлма пуçларĕ. Эпĕ те унпа интересленме тытăнтăм. Малтанлăха йывăр пек туйăнчĕ, майĕпен-майĕпен хăнăхрăм. Пĕрремĕш ăмăртуран медальпе таврăнни мана пушшех хавхалантарчĕ. Акă унтанпа 6 çул та çитрĕ. «Хыпар» турнирне те çав тапхăртанпах пĕр сиктермесĕр хутшăнатăп», - сăмах çăмхине сÿтрĕ ăмăртура пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă спортсменка. Кăçал вара вăл пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарма тивĕç пулчĕ. Алевтина Никитична Канаш хулинчи 5-мĕш шкулта 23 çул ĕçлет, ачасене физкультура вĕрентет. 4 ача амăшĕ.

Хĕрсен ăмăртăвĕнче Елчĕк, Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен спортсменкисем уйрăмах палăрчĕç. Калăпăр, Вăрнар пики Катя Лукина /тренерĕ - Анатолий Иванов/ кăçал та хăйĕн пухмачне «кĕмĕлпе» пуянлатрĕ. Елчĕксенчен Ксения Тунгуловăпа Надежда Абдулкина тата Марина Зайцева /тренерĕ - О.Федоров/ ырă сăмаха тивĕç. Йĕпреç районĕнчи Пучинкери паллă тренер Михаил Петров патĕнче ăсталăха аталантаракан атлетсем яланхи пекех малти вырăнсене тухрĕç. Акă Снежана Кирилловăна «Хыпар» турнирăн пьедесталĕ çинче темиçе хут та курнă. 2013 çулта вăл ăмăртăвăн чи çамрăк спортсменĕн ятне тивĕçнĕччĕ. Кире пуканне 5-мĕш класра чухнех пĕрремĕш хут алла илнĕ вăл. «Йăтма пĕрре те йывăр мар, - çирĕплетет 13 çулти пăхаттир. - Килĕшет, вăй çитет-ха хальлĕхе. Секцие хаваспах çÿретĕп. Пурнăçăма малашне те спортпа çыхăнтарма шухăшлатăп». Снежанăран кăшт аслăрах Ольга Пашковăпа /53 кг/ Ксения Петрова /63 кг/ та ăмăртуран пушă алăпа каймарĕç. Вĕсем иккĕшĕ те хăйсен виçисенче ылтăн медаль çĕнсе илчĕç.

Икĕ енлĕ кĕрешÿ паттăрĕсем

Яшсен тупăшăвĕ яланхи пекех хĕрÿ пулчĕ. Вĕсен йышĕ те самаях пысăкчĕ. Çамрăк пăхаттирсем 24 килограмлă икĕ «тимĕре» кăкăр çинчен тĕртсе тата пĕрне сулласа çĕклерĕç. Ытти çулсенче ку ушкăнра Елчĕксем уйрăмах палăратчĕç, анчах кăçал вĕсене ăнмарĕ курăнать. 16 çулти Андрей Кузнецов кăна 85 килограмлисен хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнса командăна 18 очкопа пуянлатрĕ.

Йĕпреçсем вара хастартарах пулчĕç. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕн Михаил Петровăн вĕренекенĕсем Иван Майоров, Алексей Леонтьевпа Антон Анисимов çамрăк пулин те республикăра иртекен чылай турнирта лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. 15-ри яшсем Куславккара та хăйсем пултаруллă пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç: 58 тата 63 килограмлă виçесенче малти вырăнсене йышăнчĕç.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ илекен каччăсем /вĕсем Борис Глинкин тренер патне çÿреççĕ/ «Хыпар» турнирĕнче кашни çул наградăсем çĕнсе илеççĕ. Хăйсен виçисенче кăçал Ринат Сафина, Максим Дмитриева, Александр Немова çитекенни пулмарĕ. Анчах 18 çулти Антон Шибалова кăштах ăнмарĕ, унăн тăваттăмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. 2013 çулта вăл пьедестал çине хăпарнăччĕ.

16-18 çулсенчи яшсен хушшинче Тутарстан паттăрĕсем команда пухмачне 6 медальпе пуянлатрĕç. Пĕртăван Гилязовсене Чăваш Енре ăнăçу кĕтсех тăрать тейĕн. Малтанхи çулсенче те пиччĕшĕпе шăллĕ киле пушă алăпа кайман, кăçал та тăван тăрăхне наградăсемпе таврăнчĕç вĕсем. «Ку турнира хутшăнасси йăлана кĕчĕ пирĕн. Медаль çĕнсе илни тепĕр çул та килме хавхалантарать. Кÿршĕ регионсене час-час тухса çÿретпĕр эпир», - пĕлтерчĕ Ильнур Гилязов.

Пенза облаçĕнчен тулли автобуспа килнĕ спортсменсен маттурлăхĕ те тĕлĕнтерчĕ. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе команда турнир таблицин иккĕмĕш картлашки çине хăпарчĕ. Тăван ен чысне кăçал Мокшанск хулинчи агротехнологи колледжĕн студенчĕсем хÿтĕлерĕç. Виктор Болтиков тренер каланă тăрăх - колледжра вĕренекенсем тимĕр вăййине питĕ юратаççĕ, кире пуканĕн спорчĕн секцине 60 ытла çамрăк çÿрет. Чăваш Ене пĕрремĕш хут килмен вĕсем. Ытти çулсенче те «Хыпар» турнирĕнче сумлă парнесене тивĕçнĕ. Кăçал та Пенза спортсменĕсем ăнăçлă ăмăртрĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Олег МАЛЬЦЕВ сăнÿкерчĕкĕсем

Рубрика: