Пур укçапа усă курманни - çылăх

27 Окт, 2015

"Ĕç нумай пулчĕ", - çапларах пĕтĕмлетрĕ иртнĕ эрнене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура. Тепĕр тесен кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явнă май çакă та палăрчĕ: çулталăк вĕçленсе пынă май çитес эрнесенче те ĕç нумай пуласси куçкĕрет.

Вăрах килчĕç, вăрахлăха килчĕç

Иртнĕ эрнере Шупашкарта автомашинăсем валли жгут кабельсем туса кăларакан завод хута кайнă. Яппунсен Fujikura компанийĕ унта 260 млн тенкĕ инвестици хывнă, хальлĕхе 175 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Завода уçма сумлă хăнасем килнине кура Михаил Васильевич вĕсемпе малашне те çыхăнăва çирĕплетсе пымаллине палăртрĕ. "Хăйсемех каларĕç: "Эпир вăрах килтĕмĕр, анчах вăрахлăха килтĕмĕр". Яппунсем - яваплăха туякан çынсем, пĕр утăм тунă хыççăн каялла чакмаççĕ. Çавăнпа та пирĕн хамăрăн сăмаха тытмалла, çине тăрса ĕçлемелле", - терĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Пысăк тепĕр пулăм - хытă каяшсен полигонне уçни. "Ун тавра калаçу нумай пулчĕ, çав çынсем республикăшăн истори шайĕнчи çивĕч ыйтăва мĕнле татса парасси пирки шухăшламаççĕ - сăмах вакласа пултăр. Халь вара республикăра пурăнакансен 52: /Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта тата юнашар икĕ районта/ çивĕч çак ыйтăвне татса панă. Каяшран нимĕн те юлмасть, пĕр кубометр газ та çунмасть. Инвесторсем 1 млрд тенке яхăн хывнă, тата 450 млн тенкĕ хывĕç", - кăмăллăн пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. Республикăра каяшсене сортлакан тата тиесе ăсатакан тата виçĕ станци тумалла - çапла вара пĕтĕм Чăваш Еншĕн ыйту татăлĕ. Республика каяшсене тирпейлес тата вĕсемпе усă курас тĕлĕшпе ытти регионшăн тĕслĕх пулса тăрасси те часах. Кунашкал полигон, Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, Раççейре хальлĕхе пĕртен пĕрре - чи лайăххи-мĕн.

Пăшăрхантараканнисем - кĕпер, парк...

«Уйрăм çынсем хывакан инвестици шайĕпе эпир çĕршывра виççĕмĕш вырăна тухрăмăр. Пире шанаççĕ. Пĕтĕмпех хамăртан килет. Бюджет укçи нумай пулмĕ - вăл халех çителĕксĕр. Социаллă тÿлевсене тивĕçтерĕпĕр, анчах аталану валли уйрăм çынсен инвестицийĕсем кирлĕ", - инвестицисен кун йĕркине кĕртнĕ ыйтăвне çĕкленĕ май палăртрĕ Михаил Васильевич. Тĕп доклада вара экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова турĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - тĕрлĕ сферăра пурнăçлакан 16 программа валли пĕтĕмпе кăçал 5,4 млрд тенкĕ ытларах инвестици уйăрма пăхнă. Çак виçен 90: уйăрнă ĕнтĕ. Çав вăхăтрах килнĕ укçапа тухăçлă усă курман тĕслĕх те чылай. "Раççей Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн усă курманнине федераци бюджетне каялла тавăрса пама тивĕ. Çитес çул валли хатĕрлĕх енĕпе пысăк шайри обћектсем валли çеç укçа пулĕ, çĕнĕ обћектсене списокран кăларĕç. Çавăнпа та çулталăк вĕçлениччен килнĕ укçапа май пур таран туллин усă курмалла", - терĕ Инна Николаевна.

Михаил Васильевич вара хайхи иккĕленÿ çуратнă обћектсемпе пайăррăн кăсăкланчĕ. Строймин ертÿçи Олег Марков уйăрнă укçан 85: усă курнине çирĕплетрĕ: "Социаллă программăсемпе çивĕчлĕх курмастăп. Çынсене юхăннă çуртсенчен куçармалли фонд тĕлĕшпе укçана ĕçе хывассине туллин тивĕçтерĕпĕр". "Этнос Чăваш Енĕ" туризм кластерĕ тĕлĕшпе çивĕчлĕх пур. Культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев пĕлтернĕ тăрăх - 250 млн тенкĕ уйăрнă, хальлĕхе вара пĕтĕмпе те 63 млн тенкĕпе кăна усă курнă. Çавăн пекех иртнĕ çултан юлнă укçа та пур. Çул, электролини хывас енĕпе çине тăрсах ĕçлеççĕ. Çав вăхăтрах çул тăвакан подрядчиксенчен пĕри шанăçа тÿрре кăларман - ăна васкавлăн улăштараççĕ.

Тепĕр обћект - Шупашкарти Мускав кĕперĕн реконструкцийĕ. Транспорт министрĕ Владимир Доброхотов пĕлтернĕ тăрăх - подрядчике палăртнă ĕнтĕ. 182 млн тенкĕ "çакăнса" тăрать - çулталăк вĕçлениччен ăна ĕçе ярасшăн. Хатĕрленÿ ĕçĕсене пурнăçлĕç, материалсем туянĕç. Михаил Игнатьев хытарсах каларĕ: "Чылай чухне укçа çитмест тесе ÿпкелетпĕр. Ку тĕслĕхсенче вара пуррипе усă кураймастпăр. Васкавлăн усă курмалла, анчах çак васкавлăх ĕçсен пахалăхне япăх витĕм ан кÿтĕр".

Мĕнпе юсăпăр?

Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли программăна пурнăçласси каллех калаçтарчĕ. 2014-2015 çулсем валли палăртнă программăпа республикăра 272 çурта юсама пăхнă. Строительство министрĕ Олег Марков 264 çурт юсавне вĕçлени çинчен каларĕ. Газпа тивĕçтермелли инфратытăма юсамалли çуртсем юлнă. Шăпах çак енĕпе ыйтусем тухса тăнă. Çынсем газа шута илмелли приборсене те тÿлевсĕр лартма ыйтаççĕ-мĕн. "Апла тăваймастпăр", - терĕ министр.

Шел те, капиталлă юсав фондне хывмалли укçана хваттерсен хуçисем çав-çавах пурте тÿлемеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа пĕтĕмпе 647 млн тенкĕ пухмалла пулнă, тÿлени вара хальлĕхе 56: çеç - 362 млн тенкĕ. Авăн уйăхĕшĕн, чăн та, тÿлев виçи 81: çитнĕ, анчах Михаил Игнатьева çакă та тивĕçтермерĕ. Тÿлевсен вăтам виçи Раççейĕпе илсен 70: иккен, республика ку енĕпе юлса пырать. Фонд гендиректорĕ кăçал юсанă çуртсен шучĕ пирки ыйтсан тивĕçлĕ цифрăна тÿрех асăнайманни те витĕм кÿчĕ-тĕр - Михаил Васильевич Олимпиада Епифановăна пÿрне тĕллесе тенĕ пекех каларĕ: "Çулталăк вĕçлениччен тÿлев виçине 90: кая мар çитермелле. Çавна май халăхпа ăнлантару ĕçне анлăн ирттермелле". Çапла тăваймасан фонд ертÿçине улăштарма пултарасси пирки те систерчĕ. Кун хыççăн Олимпиада Ивановнăн "тăрăшăпăр" темелли çеç юлчĕ. Укçа тÿлеменнисен ячĕпе çырусем çырнине, авăн уйăхĕнчен парăмлисен тĕп тÿлевпе пĕрле пеня та тÿлемеллине кура çынсенчен ытларахăшĕ капиталлă юсавшăн тÿлеме тытăнни палăрать, çавна май, тен, фонд ĕçченĕсен хайхи "тăрăшулăхĕ" тÿрре тухма та пултарĕ. Тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та Шупашкар влаçĕсем ку енĕпе çине тăрса ĕçленине палăртрĕ. Халь хваттер тÿлевĕн тата капиталлă юсав тÿлевĕн пĕрлехи квитанцийĕсене валеçме тытăнни ĕç-пуçа самаях лайăхлатма пулăшнă.

Михаил Васильевич çак хурава кăмăллăн йышăннине кура юлашки вăхăтри вăл кашни канашлура тенĕ пекех Черкесова ÿпкеленине хăнăхма ĕлкĕрнĕ журналистсем "ку хутĕнче Леонид Ильича сăмах тивмерĕ иккен-ха" тесе шухăшласа илме ĕлкĕрнĕччĕ кăна - ятламалли сăлтав тупăнчĕ те. Тĕп хулари пĕр строительство обћектне пула хăшĕсем шăв-шав çĕклеме пăхаççĕ - республика Пуçлăхне айăпласшăн. Шăматкунхи шăв-шавлă ĕç-пуçа Михаил Васильевич провокаци тесех хакларĕ. "Леонид Ильич, эсир шăматкун ăçта пултăр? Республика Пуçлăхне тÿпкенине айккинчен сăнаса тăратăр-и?" Ильич нимех те калаймарĕ, администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Маклыгин сăмах хушрĕ: "Строительство саккасçи паллă. Обћект строительстви валли ирĕк паман-ха. Застройщике паян тĕлпулăва чĕнтĕмĕр".

Михаил Васильевич вара тĕп хулара суту-илÿ центрĕсем ахаль те нумаййи пирки асăрхаттарчĕ: "Нумай кăна мар - ытлашшипех. Пысăк центрсен 1/3 пайĕ пушă. Пур çĕрте те - арендăна парасси пирки калакан пĕлтерÿсем. Ку енĕпе плансене тÿрлетÿсем кĕртмелле. Пурте хатĕр коммуникацисем çине хăпарса ларасшăн - тăкакĕсене чакарасшăн, çакна ăнланмалла. Анчах пушă мĕнпур лаптăка тултарса лартма юрамасть - хула сăн-сăпатне пăсмалла мар. Уçăлса çÿремелли, ачасем вылямалли лаптăксем те кирлĕ".

Лондонри çĕнтерÿсен кăмăлсăр ахрăмĕ

Кăмăллах мар тепĕр ыйтупа та самай вирлĕ калаçу пулчĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн ячĕпе килнĕ ыйтусене - хут тĕркине - кăтартрĕ. Сăмах Лондонри 2012 çулхи Паралимп вăййисенче темиçе ылтăн медальпе савăнтарнă ентешĕмĕр Елена Свиридова /ун чухне вăл Ивановăччĕ/ пирки. Çав çĕнтерÿсем хыççăн республика шантарнă хваттере паман тесе суда тавăç тăратнă, тĕрлĕ çĕре çырупа тухнă иккен. Михаил Васильевич тивĕçлĕ тытăмсен ертÿçисенчен ыйтăва ăнлантарса пама ыйтрĕ.

Спорт министрĕ Сергей Шелтуков пĕлтернĕ тăрăх - Еленăна хăй вăхăтĕнче укçан преми тата хваттер илмелли сертификат панă. Патшалăхăн çурт-йĕр фондĕнчи хваттере сĕннĕ. Çапла тумашкăн спортсменкăн хваттер черетне тăмалла пулнă. Анчах вăл хăйĕн харпăрлăхне хваттер пама ыйтнă. Спорт министерстви строительство компанийĕсемпе калаçнă май вĕсенчен пĕри ыйтăва тивĕçтерме килĕшнĕ. Еленăна 60 тăваткал метрлă икĕ пÿлĕмлĕ хваттер панă-мĕн. "Суд эпир тĕрĕссине çирĕплетрĕ", - пĕлтерчĕ министр. Спортсменкăн адвокачĕпе çыхăнма та йывăр-мĕн - вăл пирĕн республикăран мар. Сăмах май, унăн тренерĕпе шăпах патшалăхăн çурт-йĕр фончĕ урлă хваттер ыйтăвне татса панă. Кăмăлсăр лару-тăру, тĕрлĕ калаçу... Çын прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Юрий Кручинин ячĕпе те асăннă йышши ыйту килнĕ. Вăл çакнашкал сертификатсене памалли йĕркене хатĕрлесе çирĕплетмеллине палăртрĕ: "Хальлĕхе нимĕнле документсемпе те йĕркелемен..." Çавăнпа та, тен, спортсменка ытла та нумай хапсăнать тесе ÿпкелеме те васкамалла мар-тăр - пĕр енне ырласа теприне хурлама тăхтар.

Николай КОНОВАЛОВ

Рубрика: