Республикăри журналистсен премийĕсене илмешкĕн

23 Окт, 2015

ЧР Журналистсен союзĕ республикăри журналистсен çуллен паракан Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячĕллĕ премийĕсене илме тăратакан ĕçсене йышăнма пуçлани çинчен пĕлтерет.

Конкурссене ЧР Журналистсен союзĕн членĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсенче, информаци агентствисенче, пресс-службăсенче, ытти медиа-тытăмра ĕçлекенсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурса хутшăнма 2015 çулта пичетленнĕ, теле- тата радиоканалсен эфирне тухнă, информагентствăсен лентисенче вырнаçтарнă, уйрăм кĕнекен кăларнă ĕçсене тата документсене МИХсен редакцийĕсемпе организацисен коллективĕсем тăратаççĕ. Премисене парас енĕпе ĕçлекен комиссисем ĕçсене 2015 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çĕнтерÿçĕсен ячĕсем 2016 çулхи январьте паллă пулĕç.

Ыйтса пĕлмелли телефон: /8352/ 66-44-51, sjchr@mail.ru

Ĕçсене çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13, Пичет çурчĕ, 7 хут, Чăваш Республикин Журналистсен союзĕ.