Ялти кинофестиваль уçăлнă

23 Окт, 2015

Республикăмăрта çак кунсенче литература хайлавĕсемпе ÿкернĕ фильмсен пĕрремĕш Ялти кинофестивалĕ уçăлнă. Ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине тата Литература çулталăкне халалланă. Чăваш патшалăх кинодокументаци тата электрон архивĕ пуçарнипе йĕркеленĕ фестиваль малтанхи сулмаклă утăмне Ренат Давлетьяров режиссăр ÿкернĕ «А зори здесь тихие» çĕнĕ илемлĕ фильма Етĕрнере кăтартнипе пуçланнă. Çак кунах Етĕрнесем «Единичка», «Мы все, не считая детей» киносене курма пултарнă. Виçĕмкун Фестиваль Муркашра иртнĕ. Кăтартусене çавăн пекех Çĕрпÿре те, Элĕкре те пур çĕрти пекех «ЛУКОЙЛ» компанин ыркăмăллăх фончĕ пулăшнипе тÿлевсĕр ирттерме палăртаççĕ.

Рубрика: