Мухтавлă Патăрьел çĕрĕ

23 Окт, 2015

Чăваш халăх наукăпа искусство академийĕн ертÿçи, паллă таврапĕлÿçĕ Е.Ерагин Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел тăрăхĕ çинчен сумлă кĕнеке кăларнă. «Земля Богатыревская» кĕнекене Çĕрпÿ районĕн­че пахаларĕç.

Сумлă делегацие Актай ялĕн уничинче район ертÿçи А.Казаков, «Тевет» ансамбль çăкăр-тăварпа, ташă-юрăпа кĕтсе илчĕç. Малтанах хăнасем çĕнĕ кĕнекере çырса кăтартнă истори вырăнĕсемпе паллашрĕç. Унтан Патăрьел шкулне пуçтарăнчĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, истори наукисен докторĕ В.Андреев профессор, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн тĕп сотрудникĕ М.Кондратьев, В.Станьял паллă ăсчах тата таврапĕлÿçĕ тата ыттисем тухса калаçрĕç. Вĕсем çĕнĕ кĕнеке чăваш историне тĕпчессине тепĕр картлашка çÿле хăпартнине палăртрĕç.

Пухăннисем ку тăрăхран паллă çын нумай тухнине тата чăваш историйĕпе çыхăннă вырăнсем пуррине палăртса Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел тăрăхне туризм маршрутне кĕртме сĕнчĕç. Килес çул чăвашсен пĕрремĕш профессионал композиторĕ Ф.Павлов çуралнăранпа 125 çул çитнине кунта анлă паллă тума шутлаççĕ. Çавна май С.Дмитриев тухтăр-ветеран паллă музыкçă вĕреннĕ шкул çуртне Ункăпуçран каялла куçарса килсе музей уçма сĕнчĕ.

Çакнашкал сумлă кĕнекесем паянхи йывăр экономика лару-тăрăвĕнче кун çути курма пултарни - ырă пулăм. Апла-тăк чăваш культури аталанать, тавралăх историйĕ манăçмасть, ламран-лама куçса пырать.

Зоя ЯКОВЛЕВА,

ЧНК пресс-службин ертÿçи

Рубрика: