Чĕмпĕрте - чăваш тумĕн уявĕ

23 Окт, 2015

Чĕмпĕр хулинче чăваш тумĕн уявĕ иртнĕ. Наци тумĕн «Нарспи» фестивальне чăваш поэзийĕн классикĕ К.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă. Мероприятие Чĕмпĕр облаçĕнчи Наци культурин центрĕ пуçарнипе йĕркеленĕ.

Фестивальте Чăваш Енри художниксемпе халăх ÿнер промыслин ăстисен чи лайăх ĕçĕсемпе паллаштарнă. Уява пухăннисем ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, ЧНК президиумĕн членĕн Зинаида Вороновăн, «Паха тĕрĕ» фирмăн /ертÿçи Наталья Посынкина/ тата ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн, РФ Художниксен союзĕн членĕн Татьяна Петровăн «Халăх мотивĕ» фирмăн илемлĕ тумĕсене курса киленнĕ. Çавăн пекех кунта Чĕмпĕр облаçĕнчи декораципе хушма искусствăн паллă ăстисен, Чăваш Енри халăх ăстисен ĕçĕсене туянма май пулнă.

Уява Чĕмпĕр облаçĕнчи пултарулăх коллективĕсем, «Асамат» ушкăн юрă-ташăпа пуянлатнă. Мероприятие хутшăннисене пурне те наци культурине, халăх йăли-йĕркине упраса хăварас, пуянлатса пырас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн дипломсемпе чысланă.

И.ВАСИЛЬЕВА

Рубрика: