ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

23 Окт, 2015

Канмалли кунсенче республикăра ăмăр çанталăк пулать, хушăран уяртать, вырăн-вырăнпа çумăр е йĕпе юр çăвать. Сывлăш температури кăнтăрла - 0-5 градус ăшă, каçхине - 0-3 градус сивĕ. Çил кăнтăр-хĕвеланăç енчен 7-14 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Хĕвел ирхине 6 сехет те 40 минутра тфухать, каçхине 16 сехет те 30 минутра анать. Кун тăршшĕ - 10 сехет. Чăваш гидрометеорологи центрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - кунашкал çанталăк ытларикунчченех тăсăлĕ. Ун хыççăн кăшт ăшăтать, хушăран уяртакан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать.

Теги: