“Халăх участковăйĕ”

22 Окт, 2015

Чи лайăх участковăй ятне кăçал кам илтнĕ-ха? Александр Боронов. Вăл Шупашкар районĕнчи 17 яла пăхса тăрать.

Александр ку должноçре çулталăк çеç ĕçлет. Апла пулин те вăл халăх хисепне тивĕçнĕ. Çынсем вăл участковăйра вăй хума тытăннăранпа ялсенче лăпкăлăх хуçаланнине палăртаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа полицейскисен 300 яхăн çăхавпа заявление тишкерме тивнĕ. Александр пăхса тăракан ялсенче 4 пин те 500 çын пурăнать. Халăхпа хутшăнни ăна престпуниксене тытса чарма пулăшать. Александр Боронов Çурçĕр Кавказра командировкăра 4 хут пулнă. "Халăх участковăйĕ" конкурсра çĕнтерни уншăн - кĕтменлĕх. Халĕ Александр Боронов республика чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлĕ. Вăл ноябрĕн 1-10-мĕшĕсенче иртĕ. Уншăн "Комсомольская правда" хаçат сайтĕнче сасăлама май пур.