Çырав умĕн - викторина

22 Окт, 2015

2016 çулта ялхуçалăх çыравне ирттересси пирки тахçанах пĕлтернĕччĕ. Халĕ ăна ирттермешкĕн хатĕрленеççĕ. Ун валли талисман та шухăшласа тупнă. Октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче вара ялхуçалăх çыравне халалланă викторина старт илнĕ.

Унта 18 çул тултарнисем хутшăнма пултараççĕ. Хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме палăртнисен малтан www.vshp2016.ru сайтра регистрациленмелле. Октябрĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа ноябрь вĕçĕччен кашни юнкун 10 сехетре /Мускав вăхăчĕпе/ "Викторина" пайра виçĕ ыйтуран кая мар пичетленĕ. Вĕсенех "Раççей радиовĕнче" юнкунсерен 18 сехет те 25 минутра вулĕç. Ыйтăва хуравлас тесен сайтра регистрациленнĕ çынсен ятарлă формăна çырмалла: унта ыйтусен хуравĕсем, ят-шыв, электрон почта адресĕ пулмалла, ăçта пурăннине кăтартмалла. Хуравсене тăватă кун йышăнĕç. Тĕрĕс хуравсене чи малтан ярса панă çынсем çĕнтерÿçĕ пулĕç, вĕсене укçан хавхалантарĕç.