«14 пин тенкĕпе çамрăк çынна ĕçлеттереймĕн»

20 Окт, 2015

Шалу тĕлĕшпе парăмлисене вара Михаил Игнатьев «машинисене сутма» сĕнет

Республика Пуçлăхĕ тунтикунсерен ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе ирттерекен канашлăвăн кун йĕркинче Чăваш Енĕн кăçалхи 9 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн теми тĕпре пулчĕ те - ыйту анлине кура калаçу çивĕчленни ăнсăртран мар.

Ÿснĕ те, чакнă та

Михаил Игнатьев чи малтанах «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕ çинчен» указа алă пусни çинчен пĕлтерчĕ. Çак канаш тивĕçне вăл унăн хисеплĕ членĕсем урлă халăх шухăш-кăмăлне лайăхрах пĕлсе тăрассинче курать. «Ватă çын - тăватă çын» каларăша аса илтернĕ май Михаил Васильевич шурсухалсен опычĕ пысăккине палăртрĕ, çавна май вĕсемпе канашлани, тĕрлĕ йышăну тумашкăн хисеплĕ ватăсене явăçтарни, унăн шучĕпе, пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Тĕп ыйтупа вара чи малтанах экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин сăмах илчĕ. Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче ялхуçалăхĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен ÿсĕмлĕрех ĕçленине, çурт-йĕр тăвасси ÿснине палăртрĕ. Промышленноç производстви вара чакнă, çулталăк вĕçленнĕ тĕле çак индекс 96-97: шайĕнче пулать-тĕр. Уçăлнă, çывăх вăхăтра уçăлмалли çĕнĕ производствăсем асăннă кăтарту та тата пĕчĕкрех пулма пултарассинчен хăтараççĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субћекчĕсен йышĕ 1,5: хушăнни те - кăмăллă хыпар. Анчах унта ĕçлекенсен шучĕ кăштах чакни палăрать. Çакăнта бизнес производствăна автоматизациленин витĕмĕ те пур.

Инфляци шайĕ 9: танлашнă. Вак суту-илÿ çаврăнăшĕ чакни те куçкĕрет - 93: юлнă. Анчах министр çакăнта пысăк çивĕчлĕх курмасть пулас: асăннă кăтарту нумай ытларах, 20: таран, чакнă регионсем те пур - кризис витĕмĕ çĕршывĕпе палăрать.

Ĕç укçи пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ. Республикăра кăçал уйăхри вăтам ĕç укçи 20,8 пин тенкĕрен иртнĕ - 2,7: хушăннă. Шалу енĕпе парăм паянхи кун тĕлне 16 млн тенкĕ юлнă. Парăм пирки сăмах пуçарнă май ЧР Пуçлăхĕ 16 млн тенкĕ те пысăккине палăртрĕ: «Хăшпĕр регионта ку виçе 3-5 млн тенкĕ шайĕнче кăна - вĕсемпе танлашма тăрăшмалла. Кам хăйĕн ĕçченĕсене вăхăтра ĕç укçи тÿлемест - вĕсене ятран асăнмалла, намăсланччăр. Вĕсем çынсене ĕçе йышăннă май ĕç укçи тÿлемешкĕн хăйсем çине обязательствăсем илнĕ вĕт - пурнăçлаччăр. Кирлĕ-тĕк пуçлăхсен шутне чакарччăр, машинисене сутчăр...»

 

Кам вĕчĕрхентерет?

Строительство теми çинче чарăнса тăнине кура Строймин ертÿçи Олег Марков çул-йĕр тăвассипе çыхăннă йывăрлăхсем пуррине пытармарĕ. Пĕлтĕр пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ 3,8 млрд тенкĕрен иртнĕ, кăçал вара - çак виçен чĕрĕкĕ чухлĕ кăна, 973 млн тенкĕлĕх. Çулталăк вĕçлениччен кăтарту пысăкланĕ-ха, çапах лару-тăру ансат марри куçкĕрет.

Юрать, çурт-йĕр строительстви енĕпе аван - хута янă çурт-йĕр лаптăкĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Экономкласс йышши хваттерсем тăвасси пушшех нумай хушăннă - 108:. Анчах сисчĕвлентерекен самантсем те çук мар. Министр каланă тăрăх - Раççейре пурăнмалли çурт-йĕр строительстви 17: ытла чакнă. Рынок тулса çитни вăрттăнлăх мар. Чăваш Енре те хута янă хваттерсен 25: сутăнман. Çавна май строительство компанийĕсем йывăрлăха кĕрсе ÿкме, хăшĕсем, Михаил Игнатьев шучĕпе, çука юлма пултарĕç.

Вăл Шупашкарти сутăнман хваттерсен шучĕпе пайăррăн кăсăкланчĕ. Тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов сутăнман лаптăк 2 млрд тенкĕлĕх пулнине палăртрĕ. СУОРăн кăна - 1 млрд тенкĕлĕх. Михаил Васильевич Леонид Ильич тÿрĕ хуравран пăрăнасшăн пулнине сисрĕ пулас та - рынокра хаксем пысăкки пирки каланă май /«тăваткал метр 60-70 пин тенке те çитет - «йăтайми» хаксем!»/ хайхи сутăнман хваттерсем пирки тепре ыйтрĕ. Çук, татăклă хурав пулмарĕ. Çурт-йĕрĕн капиталлă юсавĕ пирки ыйтсан та тивĕçлĕ хурав кĕтсе илейменнине кура республика Ертÿçи тарăхсах кайрĕ пулас. Черкесов тĕлĕшпе юлашки вăхăтра темиçе хут та кăмăлсăрлăхне палăртнă пулин те - каплах каламанччĕ: «Сире планеркăна чĕнме пăрахмалла пуль - лару-тăрăва пĕлместĕр. Те суйлав хыççăн ĕçе кĕрсе каяймастăр - юлашки вăхăтра эсир мана вĕчĕрхентерме пуçларăр...»

Ялхуçалăхĕ пирки отрасльшĕн яваплă ведомствăн çĕнĕ ертÿçи Сергей Артамонов сăмах илчĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан аграрисем пĕтĕмĕшле кăтартăва 104: çитернĕ те - хавхаланмалăх пур. Ÿсĕм тĕпрен илсен аш-какай туса илнипе, сĕт сунипе тата çĕрулми çитĕнтернипе çыхăннă. «Иккĕмĕш çăкăра» 684 пин тонна туса илнĕ - пĕлтĕрхи 124: чухлĕ. Тĕштырă вар чакнă: 562 пин тонна, 97: шайĕнче. Кунта, паллах, республикăн кăнтăр енчи районĕсенче çанталăк типĕ тăни такăнтарни куçкĕрет. Кĕрхи культурăсене кăçал 82 пин гектар кăна акса хăварни пăшăрхантарать - палăртнин 82: чухлĕ. Эппин, çуркунне ĕç калăпăшĕ пысăкраххине кура йывăртарах пуласси халех паллă. Уйрăм çынсем хăйсен хушма хуçалăхĕсенче туса илекен аш-какай калăпăшĕ нумай пĕчĕкленнĕ. Сĕтĕн пысăк пайĕ, 67:, çав-çавах вĕсен тÿпи-ха, анчах, Михаил Игнатьев асăрхаттарсах каларĕ, ку процессене куçран вĕçертмелле мар: «Уйрăм çынсем выльăхне пусĕç те - анса ларасси те часах».

Министр ялхуçалăх отраслĕнчи ĕç укçи 13: ытла хушăнни çинчен каларĕ - 14,159 пин тенкĕпе танлашнă. Мăнаçланмалли кăтарту пек пĕлтересшĕнччĕ-тĕр, анчах Михаил Игнатьев ăна тÿрех пÿлчĕ: «Сахал! Çак укçапа çамрăк çынсене ĕçлеттереймĕпĕр».

Финанс министрĕ Светлана Енилина бюджет кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. 9 уйăхра унăн тупăшĕ 27,5 млрд яхăн тенке çитнĕ - иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 1,5: нумайрах. Хамăрăн тупăшсем те пысăкланнă, çапах уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук 96: çеç пухăннă. Федераци бюджетĕнчен уйăрма палăртнă укçа-тенке те хăшпĕр министерство илсе пĕтереймен: «Хальтерех илме тăрăшмалла, унсăрăн çулталăк вĕçĕнче секвестр туса памасса та пултараççĕ». Тепĕр тесен хăшпĕр министерство Мускав панă укçапа та туллин усă курайман - Культура, Экономика аталанăвĕн, Транспорт министерствисем.

Ĕç укçи ÿснĕ, НДФЛ вара чакнă - мĕнле апла? - Михаил Игнатьев çак тĕлĕнтермĕше уçăмлатма ыйтрĕ. Министр пытармарĕ: республикăри ĕç укçин пĕтĕмĕшле фончĕ пысăкланман, çынсен вăтам шалăвĕ темиçе процент хушăнни вара ĕçлекенсен йышне чакарнипе кăна сăлтавланнă.

Шкул ачисем тейĕн

Темиçе министерство ертÿçисем РФ Президенчĕн «май уйăхĕнчи указĕсенче» палăртнине мĕнле пурнăçлани пирки отчет турĕç те - ĕç укçин ыйтăвĕ вĕсен сăмахĕнче те тĕп вырăнта пулчĕ. «Тĕлĕнтермĕшсем» унта та çук мар. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ шалу тĕлĕшпе çирĕплетнĕ кăтартусене пăхăннине палăртрĕ. Фининс министрĕ медицина отраслĕнче тăкак пысăкраххи çинчен асăрхаттарчĕ те - Алла Самойлова «тÿрленмелли» саманта тÿрех тупрĕ: кăçал медицинăна çамрăксем йышлăн килнĕ - 97 çын. Вĕсем ваттисене улăштараççĕ. Пысăк стажлисен шалăвĕ те пысăк, вĕсем вырăнне килекен çамрăксен ĕç укçи пĕчĕкрех, эппин, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ. Шурă халатлă ведомствăри çак «вăрттăнлăха» уçăмлатнине журналистсем те пĕр-пĕринпе пăшăлтатса кĕтсе илчĕç: ĕç укçин статистикине çапла майпа та «картана» кĕртме пулать иккен. Апла-и, капла-и - Михаил Игнатьев врачсен йышне чакарма юраманни пирки пусăм тусах тепре асăрхаттарчĕ: «Замсене», «помсене» чакарăр - пысăк çухату пулмĕ».

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов хăй яваплă ведомствăра вăтам ĕç укçи 21,7 пин тенкĕпе танлашни çинчен каларĕ. Йĕркеллĕ пулчĕ-тĕк - 22,2 пин тенкĕрен иртме пултарĕ. Вăл та юлашки вăхăтра анлăн усă куракан «оптимизаци» сăмаха асăнмасăр хăвармарĕ. Культура сферинче вара мăнаçланмалли çукрах. Константин Яковлев министр культура ĕçченĕсем вăтамран 14,8 пин тенкĕ ĕçлесе илнине пĕлтерчĕ - çĕнĕ министр лавĕ çăмăл мар. Тепĕр тесен ку влаçсене кулянтарнăнах та туйăнмасть. Кирек мĕнле пулсан та вăл çак цифрăна асăнсан «сахал!» текен пулмарĕ.

Канашлăва вĕçленĕ май вара Михаил Игнатьев республикăри çулсен хĕррисем тирпейсĕрри пирки сăмах хускатрĕ. Ку енĕпе пурнăçлакан ĕç пирки транспортăн çĕнĕ министрĕнчен Владимир Доброхотовран ыйтрĕ. Лешĕ вара çак самантра те урăххи пирки шухăшласа ларнă - мĕн пирки ыйтнине ăнланман ахăр, çухалса кайрĕ. Юрать, çамрăк, анчах опытлă тепĕр министр пур - Владимир Аврелькин. Вăл опытсăр ĕçтешне мĕн каламаллине пăшăлтатса систерчĕ пулас та - министр тинех калаçу пуçарчĕ. Анчах вăл урока вĕренсе килмен ача пек пулнине Михаил Игнатьев сисрĕ - шÿтлесе илчĕ: «Эсир Владимир Александровича нумай ан итлĕр, тем те калĕ - вăл наукăсен кандидачĕ вĕт». Çапах çулсен таврашне тирпейлемелли пирки манмарĕ. Çÿп-çапа пĕр эрнере тасатмалла.

Пысăк тепĕр ĕç вара - пĕлтĕрхи пăрлă çумăр хыççăн çулсен хĕрринчи хуçăлнă йывăçсене халĕ те тасатманни. «Республикăри çулсем тăрăх куллен 40-50 пин транспорт хатĕрĕ иртет!» - çĕрсе выртакан йывăç-турат Чăваш Ене илем кÿменни пирки асăрхаттарчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Яваплă ведомство пуçлăхĕ çулсене пăхса тăрассишĕн яваплă компанисем йывăçсемшĕн укçа уйăрмаççĕ тесе тÿрре тухасшăнни çинчен каларĕ-ха, анчах Михаил Васильевич ку сăмахсене хăлхана чикмерĕ. Йĕрке пулмаллах. Çакă кăна пăшăрхантарать: республикăна пăрлă çумăр тустарнăранпа çулталăк иртнĕ - яваплисем хуçăлнă йывăçсене тасатмалли пирки республика Пуçлăхĕ каласса халĕчченех кĕтнĕ-ши?

Николай КОНОВАЛОВ

Рубрика: