Тăван ялне таврăнчĕ...

20 Окт, 2015

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре çак ялта çуралса ÿснĕ паллă ăсчаха, этнопедагога Геннадий Волкова асăнса бюст уçрĕç.

Палăка Аслă Елчĕкри Г.Волков ячĕллĕ шкул умне вырнаçтарнă. Çак ĕçе вĕçне çитерессишĕн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, шкул директорĕ Николай Малышкин нумай тăрăшнă. Скульптура авторĕ - çак ялтах çуралса ÿснĕ ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Вячеслав Немцев.

Палăка уçма ăсчаха çывăх пĕлнĕ çынсем, унăн шăллĕ, паллă врач, хирург, медицина наукисен докторĕ Анатолий Волков, республикăри Ветерансен канашĕн председателĕпе Анатолий Пуккипе Вĕрентÿ институчĕн ректорĕ Алевтина Федорова, ЧНК хастарĕсем килнĕ.

Бюст çинчи шурă пире Анатолий Волков профессор, Людмила Горшкова ветеран-педагог тата Дарья Мохова вĕренекен сирчĕç. Аслă Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсем этнопедагог юратнă «Ан кай, кайăк» юрра шăрантарчĕç.

- Ентешĕмĕрĕн çутă сăнарне ялан çÿлте тытса пырар, - терĕ паллă ăсчах ячĕллĕ шкул директорĕ Николай Малышкин. Вăл Геннадий Никандрович калама юратакан сăмахсене аса илтерчĕ: «ТĂВАЛЛА ПУЛСАН ТА - МАЛАЛЛА!»