Татьяна Шаркова каллех тĕлĕнтерчĕ

20 Окт, 2015

Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусство шкулĕнче кунти преподавателĕн, Раççей тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Татьяна Шаркован куравĕ уçăлчĕ. Декораципе хушма искусство енĕпе хатĕрленĕ 70 ĕçпе паллашма пулать унта.

Курава керамикăран хатĕрленĕ чечек савăчĕсене, ăстаçă хăй чунне панă пуканесене, чăвашăн капăр тумне тата ыттине те тăратнă, вĕсене пурне те чăваш тĕррипе илемлетнĕ, пуянлатнă. Унсăр пуçне живопиç ĕçĕсем те - «Сирень çыххи», «Лантăшсем», «Çĕмĕрт чечекĕ» натюрмортсем - куракана тыткăнлаççĕ. Çăмран ăсталанă кĕлеткесем вара юмахри сăнарсене аса илтереççĕ.

Курав уçнă уява ăстаçă хăй те сăмах илчĕ. Татьяна Васильевнăн каласа кăтартмалли сахал мар: унăн пурнăç тата пултарулăх çулĕ - пуян та кăсăклă. Çакна «Вышила бы на весь мир узор» тата «Из вьюги я вышла» видеофильмсем лайăх çирĕплетеççĕ.

Татьяна Шарковăна халалласа искусство шкулĕн театр уйрăмĕнче вĕренекенсем Светлана Асамат, Альбина Юрату, Михаил Сунтал, Раиса Сарпи çырнă сăвăсене ăста вулани те курав уявне илем кÿчĕ.

 

Светлана ИВАНОВА,

искусство шкулĕн директорĕн заместителĕ

Рубрика: