Суяпа инçе каяймăн, е Объективлă информаци - журналистăн тĕп тивĕçĕ

16 Окт, 2015

Массăллă информаци хатĕрĕсен тивĕçĕсемпе тĕллевĕсем, яваплăхĕ, укçа-тенкĕпе çыхăннă лару-тăрăвĕ - çак ыйтусем тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ юнкун Правительство çуртĕнче иртнĕ Тĕп редактор кунĕнче. Ку хутĕнче пичет кăларăмĕсен, телекуравпа радио каналĕсен ертÿçисемпе курнăçма республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килчĕ те - тĕлпулу пĕлтерĕшĕ пушшех пысăк пулчĕ.

Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов Тĕп редактор кунне уçнă май массăллă информаци хатĕрĕсен тивĕçне кĕскен те уçăмлăн палăртрĕ: çынсене обћективлă информаци памалла - вĕсем ăна илнĕ хыççăн оперативлă йышăнусем тума пултарччăр. Паллах, çак ĕçре яваплăха туймалла. Ку прессăн укçа-тенкипе çыхăннă лару-тăрăвне те тÿрремĕнех витĕм кÿрет: тĕрĕс те оперативлă хыпара халăх шанать, эппин, калăпăр, унашкал хаçата çынсем вулаççĕ, çырăнса илеççĕ е туянаççĕ.

Çак шухăшпа республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килĕшет. Вăл тĕп редакторсемпе курнăçма чĕннĕ йыхрава хаваспах йышăннине палăртрĕ: «Пирĕн пĕр-пĕринпе ытларах курнăçмалла, пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлне - кăмăллине те, кăмăлсăррине те - пĕлмелле».

Республика Пуçлăхĕн, паллă, çак хуранта вĕреме тивет, çавна май вăл «обћективлă мар информаци пуррине» пĕлет. Информаци çăлкуçĕ паян питĕ нумай, çавна кура «çыншăн ăçта тĕрĕслĕх, ăçта суя пулнине уйăрма пĕртте çăмăл мар». Кирек мĕнле пулсан та, иккĕленмест Михаил Игнатьев, кăмăл-сипет принципĕсене çухатма юрамасть. Хальлĕхе вара, шел, хăшĕсем суяпа усă курса услам тăвас çул çине тăнă.

Çак условисенче Михаил Васильевич район хаçачĕсем ăнăçлă ĕçленине пайăррăн палăртрĕ - «унти материалсем те интереслĕрех пулса пыни куçкĕрет». Çынсем вырăнти хаçатсене шанаççĕ. Эппин, «эсир хăвăрăн территорисене усă кÿретĕр». Çавăнпа та, иккĕленмест Чăваш Ен ертÿçи, «экономика лару-тăрăвĕ ансат маррине пăхмасăр пирĕн хаçатсене, вĕсен тиражĕсене упраса хăварма тăрăшмалла».

Отрасльти кадрсен ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ пирки те сăмах пулчĕ. Журналистсене вĕрентсе хатĕрлес ĕç пĕлтерĕшĕ пысăккине, хăй çак кунсенче Чăваш патшалăх университетĕнче пулнине палăртнă май вăл информполитика министрне ЧПУн журналистика факультетне урăх шая çĕклемелли пирки асăрхаттарчĕ.

Яваплăх шайĕ вара чăннипех пысăк. Кун пирки каланă май Михаил Васильевич çитес çул политика çулталăкĕ пулассине аса илтерчĕ. Патшалăх Думин, Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлама тивĕ - «саккассем нумай пулĕç - хатĕрленĕр. Сирĕн бюджет та çакăнтан килĕ».

Иртнĕ суйлав теминчен те пăрăнса иртмерĕ.

- Тухăçлă ĕçшĕн тав тăватăп, - терĕ вăл. - Çыхăну тытса ĕçлерĕмĕр. Суйлавçăсем ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕнче маншăн сасăланинче, мана шаннине çирĕплетнинче сирĕн тÿпе те пысăк. Пурне те пуç таятăп.

Çакнашкал конкурентлă çивĕч кĕрешÿре массăллă информаци хатĕрĕсен пĕлтерĕшĕ пысăкки куçкĕрет. «Пирĕн позици - уççăнлăх. Эпир яланах суйлавсене тĕрĕс тата конкурентлăх никĕсĕ çинче ирттерессишĕн», - çирĕплетрĕ Михаил Васильевич. Паллах, пухăннисене массăллă информаци хатĕрĕсене патшалăх енчен пулăшассипе çыхăннă ыйту кăсăк­лантаратех. ЧР Пуçлăхĕ ку темăна та сиктерсе хăвармарĕ: «Федераци шайĕнче мĕнпур тытăм бюджечĕ пĕчĕкленет. Апла пулин те республика шайĕнче массăллă информаци хатĕрĕсене тĕревлессине упраса хăварăпăр. Пысăк укçа уйăраймастпăр, çапах пулăшу пулатех. Чăн та, укçана ахаль мар, тупăшу принципĕ çинче пайлăпăр».

Наградăсем те пулчĕç. Çĕрпÿри издательство çурчĕн директорне Вадим Николаева, Муркаш райхаçачĕн тĕп редакторне Анатолий Тихонова культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне панă - Михаил Васильевич вĕсене алă тытса саламларĕ. ЧР Пуçлăхĕн Тавне, Информполитика министерствин Тавне тивĕçнисен списокĕ вара самай вăрăм. Хаçатçăсем те пур-ха, çапах тĕп йыш - телекурав ĕçченĕсем. Паян вĕсен уявĕ тейĕн! Çавна май, тен, залра ларакансенчен хăшĕ-пĕрин «республика влаçĕсем тележурналистсене пичет кăларăмĕсенче вăй хуракансенчен ытларах хисеплеççĕ иккен» текен шухăш та çуралма пултарчĕ пуль. Паллах, иккĕленместпĕр, кунашкал шухăш тĕрĕс мар. Кирек мĕнле пулсан та «хыпарçăсем» наградăсене тивĕçнисене пурне те ăшшăн саламлаççĕ.

Роскомнадзорăн республика управленийĕн ертÿçи Татьяна Евдокимова массăллă коммуникацисен сферинче саккуна пăснин ытларах тĕлпулакан тĕслĕхĕсемпе паллаштарчĕ, çавăн пекех пухăннисем хаçат контентне лайăхлатмалли майсене, реклама калăпăшне пысăклатса МИХсен тупăшне ÿстермелли çулсене тишкерчĕç. Тĕп редактор кунĕ «Пултарулăх коллективне мĕнле ертсе пымалла?» тренингпа вĕçленчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ